Вторник, 13 октября

Ҫын ӗҫӗпе мухтавлӑ

2025 ҫулхи январӗн 8-мӗшӗнче Хадзят Шакирзянович Миннетуллин ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ пулӗччӗ. Шел пулин те, вӑл 2002 ҫулхи мартӑн 24-мӗшӗнче 77 ҫулта чухне пирӗнтен ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайнӑ.

Ӑна ял халӑхӗ ҫеҫ мар, район ертӳҫисем те лайӑх пӗлнӗ. Ачалӑхӗ унӑн ашшӗсӗр иртнӗ, ӑна амӑшӗпе кукамӑшӗ ҫитӗнтернӗ. Чӗчкенти ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкула пӗтерсен 14-ри ҫамрӑк Патӑрьелӗнчи педагогика училищине кӗнӗ, ӑна ӑнӑҫлӑн вӗренсе пӗтернӗ. Вӗреннӗ чухне час-часах канмалли кунсенче Патӑрьелӗнчен Чӗчкене ҫуранах ҫӳренӗ.

1943 ҫулхи апрель уйӑхӗнче вӑл Совет ҫарӗн ретне тӑнӑ. Хадзят Шакирзянович — Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ветеранӗ, службӑна 3-мӗш Белорусси фронтӗнче ирттернӗ. 1946 ҫулта ӑна демобилизациленӗ. Хӑюлӑхпа паттӑрлӑхшӑн тӗрлӗ медальсемпе чысланӑ. Ҫак ҫулах Х.Миннетуллин Чӗчкенти ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкулта ачасене тутар чӗлхипе литературине вӗрентме пикеннӗ. 1948—1952 ҫулсенче — Хусанти патшалӑх учительсен институтӗнче, 1955—1958 ҫулсенче Хусанти патшалӑх педагогика институтӗнче куҫӑмсӑр майпа пӗлӗвне тарӑнлатнӑ. Икӗ института та ӑнӑҫлӑн вӗҫлесе вӑтам шкулти тутар чӗлхипе литературин учителӗ специальноҫа алла илнӗ. Вӑл районти тутарсенчен чи пӗрремӗш аслӑ пӗлӳ илекен пулнӑ.

1952 ҫултан пуҫласа 1962 ҫулччен Чӗчкенти ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкулӑн директорӗ пулнӑ. Ҫак ҫулсенче шкул вӗренӳ ӗҫ-хӗлне йӗркелессипе районта чи лайӑххисен йышне кӗнӗ. Унта тӗрлӗ хатӗр- семпе пуян мастерской тата спорт площадки пулнӑ. Вӗсенче труд тата физкультура урокӗсене ирттернӗ. Ҫуллахи каникулта кашни ҫулах ачасене валли лагерь йӗркеленӗ. Унта ҫӳрекенсене шкул столовӑ- йӗнче апатлантарнӑ. Учительсемпе вӗренекенсем ялти колхозӑн хирӗсенчи тӗрлӗ ӗҫсене хастаррӑн хутшӑннӑ. Шкул ҫумӗнче кроликсен фермине те йӗркеленӗ. Унта ачасем ҫак чӗрчунсене пӑхма вӗреннӗ.

Учительсен коллективӗ ялӑн обществӑлла пурнӑҫне питӗ активлӑн хутшӑннӑ, суйлав кампанийӗсем вӑхӑтӗнче агитаторсем пулнӑ, вырӑнти клубӑн художествӑлла пултарулӑх ӗҫне хутшӑннӑ, уявсем вӑхӑтӗнче халӑха концертсемпе спектакльсем лартса панӑ.

Хадзят Шакирзянович шкул ҫумӗнче пахча ҫимӗҫ ҫитӗнтермелли участок тата улма-ҫырла сачӗ те йӗркеленӗ. Ҫавӑн пекех вӑл наци культурин хӑйнеевӗрлӗхне упраса хӑварас енӗпе нумай ӗҫ тунӑ, ҫамрӑксемшӗн чӑн-чӑн наставник пулнӑ, район хаҫачӗпе тачӑ ҫыхӑну тытнӑ. Ӑна темиҫе хутчен те ял совечӗн депутатне суйланӑ. Унсӑр пуҫне Х.Миннетуллин нумай ҫул партин пуҫламӑш организацийӗн секретарӗнче, агитаторта тата ытти ӗҫре тӑрӑшнӑ.

1962 ҫулта Чӗчкенти ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкултан пуҫламӑш шкул туса хурсан,  Хадзят Шакирзяновича Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулне тутар чӗлхипе литературин учительне куҫарнӑ. Унта вӑл 1992 ҫулччен ӗҫленӗ. Пурӗ пӗрле унӑн педагогика стажӗ 46 ҫула яхӑн.

Элпуҫ, Урмаел, Тукай Мишер ялӗсенче ӑна паян кун та лайӑх ас тӑваҫҫӗ. Вӑл ӗҫленӗ ҫулсенче ҫак ялсенчи ачасем аслӑ классенче шӑпах Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗн-че вӗреннӗ. Вӑл пӗлӳ панӑ ачасем хушшинче — летчиксем, наука ӗҫченӗсем, министрсем, учительсем, агрономсем, врачсем тата ытти професси ҫыннисем. Вӗсем пурте хӑйсен учительне ырӑ сӑмахпа аса илеҫҫӗ, тав тӑваҫҫӗ.

Ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн Хадзят Шакирзяновича ВЛКСМ Тӗп комитечӗн тата Чӑваш обкомӗн, ЧАССР Верховнӑй Канашӗн Президиумӗн, КПССӑн Комсомольскинчи райкомӗн, РОНОн Хисеп грамотисемпе тата ытти наградӑсемпе чысланӑ.

Х.Миннетуллин район историйӗнче паллӑ йӗр хӑварни иккӗлентермест. Мӑшӑрӗпе, кӗҫӗн классене вӗрентекен Кадире Фераховнӑпа, вӗсем 5 ача ҫуратса ӳстернӗ. Асли — Илдус Хадзятович — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ, нумай ҫул район администрацийӗнче тӗп агрономра, ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗн ҫумӗнче тата начальникӗнче ӗҫленӗ, 2012—2017 ҫулсенче район администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ. Ытти ачисем те чылайӑшӗ аслӑ пӗлӳ илнӗ, тӗрлӗ ҫӗрте вӑй хурса ҫитӗнӳсем тунӑ.

Ҫын ӗҫӗпе мухтавлӑ, теҫҫӗ халӑхра. Хадзят Шакирзянович пӗр ялта пурӑнакансен, хӑйӗн вӗренекенӗсен, ӑна лайӑх пӗлнӗ район ҫыннисен асӗнче чыслӑ, таса чунлӑ, уҫӑ кӑмӑллӑ та хисеплӗ ҫын пек юлнӑ.

Наталя КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *