Пушар ҫулталӑкӑн кирек хӑш вӑхӑтӗнче те сиксе тухма пултарать. Хӗл кунӗнче вут-кӑвара сӳнтерме пӗвесенчен пр чӑрмавсӑр шыв илме май пултӑр тесе Элпуҫ территори уйрӑмӗнче шартлама сивӗсенче те шӑнман ваксем тунӑ. Пӑра касса шӑтарнӑ хыҫҫӑн унта хупӑллӑ йывӑҫ кӑшкар вырнаҫтарнӑ, ӑна ӑшӑ тытакан япаласемпе витнӗ. Ҫавӑн пекех ҫак территори уйрӑмне кӗрекен Хирти Выҫли тата Хирти Явӑш ялӗсенче те Хӑнтӑрла юханшывӗнчи пӗвесенче пӑр шӑтарса вак касса пушар сӳнтермелли машинӑсем валли шыв илмелли ятарлӑ вырӑнсем тунӑ.
Ҫак енӗпе округри ытти территори уйрӑмӗсенче те ӗҫлеҫҫӗ. Юханшывсемпе пӗвесенче 55—60 сантиметр сарлакӑш вак касаҫҫӗ. Шӑнасран йӗри-тавра 30—40 сантиметр ҫӳллӗш юр купаласа ҫаврӑнаҫҫӗ, улӑм е утӑ тултарнӑ михӗсемпе хуплаҫҫӗ. Ҫынсене ку вырӑнта асӑрхануллӑ пулмаллине пӗлтерекен «Шӑнман вак» паллӑ вырнаҫтараҫҫӗ.
Ҫакӑн пек ваксем ялсем ҫывӑхӗнче пулни инкек сиксе тухсан пушар машинисене хӑвӑрт шыв тултарма май парать.
Иван Ананьев:
31-мӗш пушар чаҫӗн начальникӗ.

