Декабрӗн 9-мӗшӗнче пӗтӗм Раҫҫей халӑхӗ Паттӑрсен кунне паллӑ турӗ.
Пирӗн тӑрӑхра паттӑрсем яланах пулнӑ. Комсомольски районӗн энциклопедийӗнче 1812 ҫулхи Отечественнӑй вӑрҫа тата ют ҫӗршывсенчи похода хутшӑннисен, 1877—1878 ҫулти вырӑс тата турккӑ вӑрҫинче ҫапӑҫнисен, 1904—1905 ҫулсенче вырӑс-яппун вӑрҫинче юн тӑкнисен ячӗсене илсе кӑтартнӑ. Вӑл вӑрҫӑсенче пулнисем татах та нумайӑн пулнӑ, вӗсене пурне те палӑртма май ҫук. Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫинче, Граждан вӑрҫинче те пирӗн ентешсенчен чылайӑшӗ паттӑрлӑх кӑтартнӑ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ пуҫлансан пирӗн районти 7 пин ытла ҫын вӑрҫӑ хирне тухса кайнӑ. 4 пин ытла салтак ҫапӑҫу хирӗнче выртса юлнӑ. Фронтра юн тӑкнисенчен нумайӑшӗ хӑюлӑхпа паттӑрлӑхшӑн орденсемпе медальсене тивӗҫнӗ. 5 ҫынна вара: К.Антонова, Г.Габайдуллина, И.Кабалина, Г.Чернова, Ф.Чернова ҫӗршывӑн чи пысӑк наградине, Ленин орденӗ тата Совет Союзӗн Геройӗ ят панӑ. Тыл ӗҫченӗсем те ялта пысӑк паттӑрлӑх кӑтартса вӑй хунӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн мирлӗ вӑхӑтра хастарлӑх кӑтартса пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн «Россия» колхоз бригадирне Н.Ф.Миронова, «Красный Октябрь» колхоз трактористне Л.Н.Акчурина Социализмла Ӗҫ Геройӗ хисеплӗ ятпа наградӑланӑ.
Пирӗн ентешсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗсенче службӑра пулнӑ. Чикке сыхланӑ чухне те, сывлӑшран тапӑнасран ҫӗршыва упранӑ вӑхӑтра та, тинӗсре ишнӗ кунсенче те хӑйсене патриот пек кӑтартнӑ. Вӗсем Варшава килӗшӗвне кӗрекен ҫӗршывсенче те ҫар ретӗнче тӑнӑ.
Афганистан вӑрҫи пуҫлансан пирӗн районтан 225 ҫын унта пулнӑ. Паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн чылай наградӑна тивӗҫнӗ. 5 салтак ҫапӑҫусенче пуҫ хунӑ. Чечен вӑрҫинче те пирӗн ентешсем хӑюлӑх кӑтартнӑ, орден-медальсене тивӗҫнӗ. Халӗ пирӗн тӑрӑхри ҫынсем Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнаҫҫӗ. Ялсенче пурӑнакансем вӗсене пулӑшсах тӑраҫҫӗ. Апат-ҫимӗҫ, ӑшӑ тумтир, техника хатӗрӗсем, строительство материалӗсем, маскировка тетелӗсем, дронсенчен сыхланмалли хатӗрсем тата ытти те ярса параҫҫӗ. Аякри ентешсем вара ҫарта пысӑк хӑюлӑхпа палӑрса тӑраҫҫӗ, хӑйсен тивӗҫӗсене тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫласа пыраҫҫӗ, наградӑсем илеҫҫӗ.
Ҫакӑ мӗн ачаранах ҫынсене Тӑван ҫӗршыва юратма, патриотизм туйӑмне ӳстерме хӑнӑхтарнинчен те килет.
Округ центрӗнче, территори уйрӑмӗсенчи шкулсенче, культура ҫурчӗсемпе библиотекӑсенче Тӑван ҫӗршывӑн Паттӑрсен кунне халалласа нумай мероприяти йӗркеленӗ. Акӑ, Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче 1-мӗш «б» класпа уроксем хыҫҫӑн «Калаҫу кирли ҫинчен» класс сехечӗ ирттернӗ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн паттӑрӗсене халалланӑ. Калаҫу ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫ хунӑ Г.А.Павлов пирки те пынӑ. Кун пирки шкул сайтӗнче Е.А.Пушкарева вӗрентекен каласа парать. Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи 11-мӗш классемпе округ центрӗнчи «Ҫӗр тата ҫынсем» музейра паттӑрлӑх урокӗ ирттернӗ.
Тукай Мишерӗнчи, Асанкассинчи вӑтам шкулсенче те вӗренекенсемпе «Калаҫу кирли ҫинчен» класс сехечӗсем пулнӑ. Вӗсенче сӑмах Раҫҫей паттӑрӗсем ҫинчен пынӑ.
Хырай ,нел вӑтам шкулӗнче «Тӑван ҫӗршыв паттӑрӗсен кунӗ» ятпа 8—11-мӗш классем хушшинче калаҫнӑ. Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗнчи ачасемпе «Паттӑрсен мухтавӗпе хӑпартланатпӑр» урок пулнӑ.
Шурут ял библиотекинче «Паттӑрсен ячӗсене асра тытатпӑр» мероприяти йӗркеленӗ. Кунтах ачасем «Защитники земли русской» выставкӑпа та паллашма пултарнӑ.
Ҫӗнӗ Мӑрат библиотеки культура ӗҫченӗсемпе пӗрле «Паттӑр пулса ҫуралмаҫҫӗ» патриотизмла сехет ирттернӗ. А.А.Осипов вӗрентекен ертсе пынипе ачасем «Героям Отечества слава!» выставкӑна пӑхнӑ, «Героическая личность» видеоролик курнӑ. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан хӑйсен патӗнче служба мӗнле пыни ҫинчен каласа панине интересленсе итленӗ. О.Газманов юрлакан «Вперед, Россия» юрра караокепе ушкӑнпа шӑрантарнӑ.
Асанкасси, Ҫӗнӗ Кипеҫ тата ытти культура ҫурчӗсенче, библиотекӑсенче, шкулсенче Паттӑрлӑх кунне халалласа чылай мероприяти йӗркеленӗ, «Паттӑрсене чысла» акцие хутшӑннӑ.
Вӗсене пурте ӳсекен ӑру хӑюллӑ ҫынсенчен тӗслӗх илсе ӳсчӗр, Тӑван ҫӗршыва юратса ҫитӗнччӗр, паттӑрсен ячӗсене асра тытчӑр тесе ирттернӗ.
Тӗрлӗ ҫӑлкуҫсенчи материалсем тӑрӑх
Юрий Гаврилов хатӗрленӗ.

