Вторник, 13 октября

Асӑну хӑми уҫнӑ

Декабрӗн 10-мӗшӗнче Александровка ялӗнче Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ участникӗ, Социализмла Ӗҫ Геройӗ, Комсомольски районӗн Хисеплӗ гражданинӗ Николай Миронов ячӗпе Асӑну хӑми уҫнӑ.

Николай Федорович Александровкӑри ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкултан вӗренсе тухсан тӑван колхозра ӗҫлеме пикеннӗ. 1942 ҫулта унӑн фронта кайма ят тухнӑ. Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ фронтӗнче 91-мӗш дивизире тӑшманпа кӗрешнӗ, ҫапӑҫусенче хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑ. 1943 ҫулта вӑл йывӑр аманнӑ, демобилизаципе яла таврӑннӑ.

Вӑрҫӑран килсен ӗнерхи салтак алӑ усса ларман, тӑван ялта колхозра ӗҫлеме пуҫланӑ. Тӗрлӗ ҫулсенче председатель ҫумӗ те, завхоз та, бригадир та пулнӑ. Ӑна ырми-канми ӗҫӗшӗн Ленин орденӗпе (1973 ҫул), «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе (1973 ҫул), Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗпе (1971 ҫул), тӗрлӗ медальсемпе, Хисеп грамотисемпе наградӑланӑ.

Мероприятие хутшӑнакансем Николай Мироновӑн ӗҫӗ-хӗлне аса илнӗ, вӑл темле йывӑр вӑхӑтра та пуҫне усманнине палӑртнӑ.  Асӑну хӑми пулас ӑрусене пирӗн патра ҫакӑн пек мухтавлӑ ҫынсем пурӑнни ҫинчен аса илтерсе тӑрӗ, вӗсенчен тӗслӗх илме хистӗ. 

(ХАМӐР ИНРФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *