Вторник, 13 октября

Ырӑ та ӗҫчен ентеш яланах асра

Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине асра тытса декабрӗн 10-мӗшӗнче Комсомольскинчи тӗп библиотекӑра муниципаллӑ округри ветерансен канашӗн президиумӗн членӗсем, ветерансен пуҫламӑш организацийӗсен канашӗсен председателӗсем, ветерансен юхӑмӗн активисчӗсем пуҫтарӑннӑ. Унта пирӗн ентеш, ял хуҫалӑх ӗҫченӗ, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ участникӗ, ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранӗсен пӗрремӗш пухӑвӗн районти тата республикӑри конференцийӗн делегачӗ, «Комсомольский» совхозӑн ветерансен пуҫламӑш организацийӗн председателӗ, районти ветерансен канашӗн президиум членӗ Василий Краснов ячӗпе асӑну каҫӗ иртнӗ.

Мероприятие ертсе пыракан Валентина Боровкова презентаципе усӑ курса Василий Григорьевичӑн пурнӑҫӗ, ӗҫӗ-хӗлӗ, ял хуҫалӑх сферинчи ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен каласа панӑ.

В.Краснов 1924 ҫулта Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче ҫуралнӑ, мӗн пӗчӗкрен пурнӑҫ йывӑрлӑхӗсене туйса ӳснӗ. Унӑн ашшӗ ир ҫӗре кӗнӗ. Хирти тата килти йывӑр ӗҫ ачасен хулпуҫҫийӗсем ҫине тиеннӗ. Каярахпа вӑрҫӑ нушине тӳсме тивнӗ. Вӑрҫӑ пуҫлансан ӑна Горькинчи радистсен ҫар шкулне вӗренме янӑ, ун хыҫҫӑн вӑл фронта тухса кайнӑ, аслӑ радиотелеграфист пулнӑ. Ҫӗнтерӗве Белоруссинче старшина званийӗпе кӗтсе илнӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн ӑна Инҫет Хӗвелтухӑҫне янӑ, унта вӑл 1955 ҫулччен службӑра тӑнӑ. Ҫак вӑхӑтран пуҫласа вара вӑл пурнӑҫне тӑван ҫӗрпе, ял хуҫалӑхӗпе ҫыхӑнтарнӑ. Район аталанӑвӗшӗн тӑрӑшса «Красный маяк» колхозра агрономра, Комсомольскинчи инкубаторпа чӑх-чӗп станцийӗн директорӗнче, Ленин ячӗллӗ колхозӑн председателӗнче, «Комсомольский» совхозӑн 1-мӗш уйрӑмӗн управляющийӗнче, аслӑ зоотехникра вӑй хунӑ. Ял тата район Совечӗсен депутачӗ пулнӑ. Ӑна Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн II степеньлӗ  орденӗпе, тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн медальсемпе, хисеп паллисемпе наградӑланӑ.

Василий Григорьевичпа мӑшӑрӗ Елизавета Александровна 5 ача ҫуратса ӳстернӗ. 60 ҫул килӗштерсе пурӑнса вӗсем тӗпренчӗкӗсене те ӗҫчен пулма, тӗллев патне ӑнтӑлма вӗрентнӗ. Красновсен ачисем ашшӗ-амӑшӗн ятне яман, ырӑ та хисеплӗ ҫынсем пулса тӑнӑ.

Мероприятире Красновсен хӗрне Тамара Васильевнӑна чысланӑ. Вӑл — Чӑваш Ен чемпионки, 4 хутчен Раҫҫей чемпионки (1990, 1991 ҫулсем), виҫӗ хутчен СССР, СНГ чемпионки (1990—1992 ҫулсем), хӗллехи полиатлонпа тӗнче чемпионачӗн призерӗ (1992 ҫул) тата чемпионки (1993, 1995, 1996, 2002 ҫҫ.). Тренер пулса ӗҫленӗ. Унӑн ятне Чӑваш енӗн спорт энциклопедине кӗртнӗ. Халӗ те вӑл 74 ҫулта пулсан та чупать те, йӗлтӗрпе те ярӑнать, бассейна та ҫӳрет. Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Альберт Кузьмин Тамара Васильевнӑна «Комсомольски округне туса хунӑранпа 85 ҫул» медальпе чысланӑ. Вӑл — пирӗн районӑн, республикӑн мухтавӗ! 

Мероприятие пуҫтарӑннисем, Василий Красновпа пӗрле ӗҫленисем ун ҫинчен ӑшшӑн аса илнӗ, вӑл ӗҫчен те ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫе чунтан парӑннӑскер пулнине палӑртнӑ. Хӗрӗсем Алевтина Васильевнӑпа Тамара Васильевна  вӑл ҫемьере мӗнле пулни ҫинчен аса илсе каласа  панӑ. 

Комсомольски территори уйрӑмӗн культура ӗҫченӗсем пуҫтарӑннисене чуна пырса тивекен юррисене парнеленӗ. Округри ветерансен канашӗн председателӗ Юрий Тимофеев пурне те мероприятие активлӑн хутшӑннӑшӑн тав тунӑ.

Ҫак тӗлпулу пурнӑҫне ял хуҫалӑхне халалланӑ, район аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ Василий Краснов ятне яланах асра тытма пулӑшӗ.

 Инна ЯДРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *