Вӑрӑм ӗмӗрлӗ, ял ҫинче хисепе тивӗҫнӗ ҫынсем округри ялсенче нумай. Вӗсенчен пӗри — Асанкасси ялӗнче пурӑнакан Раиса Ивановна Николаева. Ҫак кунсенче вӑл 90 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ.
Ачалӑхӗ ҫӑмӑл пулман унӑн. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫи пуҫланнӑ вӑхӑтра 7 ҫулта ҫеҫ пулнӑ. Ашшӗ вӑрҫӑра вилнӗ пирки ача чухнех йывӑр ӗҫе кӳлӗннӗ, амӑшӗпе пӗрле уй-хирте тӑрӑшнӑ, авӑн ҫапнӑ, кӗлте ҫӗкленӗ, ҫум ҫумланӑ, пахча-ҫимӗҫ шӑварнӑ…
Пӗве кӗрсен хӗр сысна пӑхнӑ ҫӗрте ӗҫлеме пуҫланӑ. Ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн Раиса Ивановна ВДНХ медальне илме тивӗҫлӗ пулнӑ. Пурнӑҫ тӑршшӗпех колхозра тар тӑкнӑ. Вӑрҫӑ вӗҫленсен, лӑпкӑ кунсем пуҫлансан хӗр хӑйӗн юратӑвне тӗл пулнӑ. 1957 ҫулта ялти маттур каччӑпа Николай Семенович Николаевпа пӗрлешсе ҫемье ҫавӑрнӑ. Кил-ҫурт ача сассипе тулсах пынӑ, тӑватӑ хӗрпе икӗ ывӑла кун ҫути парнеленӗ. Ачисене пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӗрӗс тӑратнӑ, пӗлӳ панӑ, мӗн пӗчӗкрен ӗҫе хӑнӑхтарнӑ. Раиса Ивановна ултӑ ача ӳстерсе ҫитӗнтернӗшӗн «Ача амӑшӗ» медале илме тивӗҫлӗ пулнӑ. Ачисене пӑхнӑ хушӑрах хӗрарӑм ӗҫе ҫӳреме те ӗлкӗрнӗ, колхозра тӗрлӗ вырӑнта тӑрӑшнӑ. Чӑх-чӗп ферминче те вӑй хунӑ, пенсине ӳсен-тӑран калчи ӳстерекен парникре ӗҫленӗ вӑхӑтра тухнӑ. «Ӗҫ ветеранӗ» ятне илме те тивӗҫлӗ пулнӑ.
Халӗ Раиса аппа, чӑнах та, телейлӗ хӗрарӑм. Унӑн икӗ ывӑлпа тӑватӑ хӗр, 16 мӑнук тата 9 мӑнмӑнук.
Сумлӑ юбилей ячӗпе Раиса Ивановнӑна Асанкасси территори уйрӑмӗн начальникӗ Николай Карпов саламларӗ, Комсомольски округӗн пуҫлӑхӗн салам ҫырӑвне тыттарчӗ, парне пачӗ. «Ҫӑлкуҫ» халӑх вокал ансамблӗ саламласа хаваслӑ юрӑ-кӗвӗ парнелерӗ.
Раиса Ивановнӑна 90 ҫулхи сумлӑ юбилей ячӗпе чун-чӗререн, чи ырӑ туйӑмсемпе, ӑшшӑн саламлатпӑр. Юман пек ҫирӗп сывлӑх, чун канӑҫлӑхӗпе лӑпкӑлӑх сунатпӑр.
Роза КАЛАШНИКОВА.

