Вторник, 13 октября

Цифра хӑрушсӑрлӑхӗ пӗлтерӗшлӗ

«Цифрӑллӑ ликбез» проектӑн ҫӗнӗ сезонне уҫса Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче уҫӑ урок ирттернӗ. Ун вӑхӑтӗнче 7 «к» класра ӑс пухакансем ахаль электронлӑ алӑ пусни мӗне пӗлтернипе, унпа мӗнле усӑ курнипе паллашнӑ.

Электронлӑ алӑ пуснипе паянхи кун документсемпе ӗҫленӗ чухне анлӑн усӑ кураҫҫӗ. Вӑл финанс хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерме тата харпӑр хӑй даннӑйӗсене хӳтӗлеме пулӑшать. Муниципаллӑ округ администрацийӗн информаци тивӗҫтерӗвӗн секторӗн ертсе пыракан специалисчӗ Е.Н.Алякин тата вӗренӳ пайӗн информаципе методика центрӗн директорӗ Л.М.Антонова ачасене электронлӑ мелпе алӑ пусма май пурри ҫинчен тӗплӗн каласа панӑ. 

«Хальхи вӑхӑтра эпир кашни кун тенӗ пек интернетпа усӑ куратпӑр. Сайтсенче авторизаци витӗр тухса, тӳлев страницинче СМС-па килнӗ кода ҫырса е килӗшни ҫинчен калакан йӗркере ятарлӑ паллӑ лартса эпир ҫакна хамӑр пурнӑҫланине ҫирӗплететпӗр — ку вӑл шӑпах ахаль электронлӑ алӑ пусни пулать те. Калаҫу ачасемшӗн интереслӗ пулчӗ, вӗсем тӗрлӗ ыйтусем пачӗҫ, хӑйсен шухӑшӗсене уҫрӗҫ. «Цифрӑллӑ ликбез» проект пулӑшнипе вӗренекенсем ахаль электронлӑ алӑ пуснипе усӑ курни интернетри верификацие хӑвӑртлатнисӗр пуҫне яваплӑхпа ҫыхӑнни ҫинчен те пӗлчӗҫ% мобильлӗ хатӗрпе ӗҫленӗ чухне питӗ асӑрхануллӑ пулмалла, унпа урӑх ҫынсем усӑ курасран тимлемелле», — палӑртнӑ Лариса Макаровна.

Ачасем темӑна уҫса паракан видеороликпе те кӑсӑклансах паллашнӑ.

Палӑртмалла: «Цифрӑллӑ ликбез» проектпа килӗшӳллӗн 2022 ҫултанпа ҫӗршывӑн пур регионӗнче те уҫӑ уроксем иртеҫҫӗ. Проектӑн тӗллевӗ — ачасене цифра технологийӗсемпе ҫывӑхрах паллаштарасси, виртуаллӑ тетелпе хӑрушсӑр усӑ курма вӗрентесси.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *