Вторник, 13 октября

Волейболла вылянӑ

Ноябрӗн 16-мӗшӗнче «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн спорт залӗнче «Слава картофелю» агрофирма призӗсемшӗн уҫӑ волейбол турнирӗ иртнӗ. Унта Комсомольски, Йӗпреҫ, Вӑрнар, Елчӗк, Шупашкар округӗсен командисем хутшӑннӑ.

Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, «Слава картофелю» агрофирма директорӗ Хасиятулла Идиатуллин, «Кӗтне» спорт шкулӗн директор ҫумӗ Петр Порядков тата ЧР тава тивӗҫлӗ физкультурӑпа спорт ӗҫченӗ Евгений Тихонов саламлӑ сӑмах каласа спортсменсене ӑнӑҫу суннӑ.

Хӗрӳ тупӑшура Ҫӗнӗ Шупашкар хула команди ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Иккӗмӗш вырӑна Йӗпреҫ округӗн команди, виҫҫӗмӗшне Вӑрнарсем  тивӗҫнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене кубоксем, медальсем тата грамотӑсем парса чысланӑ.

Евгений ТИХОНОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *