Вторник, 13 октября

Паттӑрсем яланах халӑх асӗнче

Ноябрӗн 11-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Мӑрат ялӗнче служба тивӗҫне пурнӑҫласа пуҫӗсене хунӑ милиционерсене асӑнса лартнӑ палӑк патне чечексем хунӑ.

Мероприятие Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, округри ШӖМ ветеранӗсен канашӗн председателӗ, полици полковникӗ Петр Лапшин, РФ ШӖМӗн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрӑмӗн начальникӗ Сергей Ласточкин, Тукай территори уйрӑмӗн начальникӗ Светлана Кондратьева, полици ӗҫченӗсем, ветеранӗсем,

Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗн директорӗ Альберт Борисов, вӗренекенсем, ял ҫыннисем, ял хуҫалӑх сферин ветеранӗсем тата культура тытӑмӗн ӗҫченӗсем хутшӑннӑ.

Палӑка 1973 ҫулта Борис Александров тата Петр Орлов милиционерсене асӑнса лартнӑ. Вӗсене 1927 ҫулта бандитсем тан мар кӗрешӳре вӗлернӗ. Милиционерсене Ҫӗнӗ Мӑрат ял масарӗнче пытарнӑ.

«Пуҫ хунӑ милиционерсем питӗ паттӑр пулнӑ, халӑхшӑн, патшалӑхшӑн тӑрӑшнӑ. Вӗсем — чӑн-чӑн патриотсем. Паянхи полици ӗҫченӗсен вӗсенчен тӗслӗх илмелле. Ҫитӗнекен ӑрӑва та ҫакӑн пек хӑюллӑ ҫынсен тӗслӗхӗпе тӗрӗс воспитани памалла», — палӑртнӑ Николай Раськин хӑйӗн сӑмахӗнче.

Петр Лапшин пуҫтарӑннисене Борис Александрова тата Петр Орлова мӗнле вӗлерни, бандитсене мӗнле тытса суд тенкелӗ ҫине лартни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, Б.Александровӑн виҫӗ хӗрӗ бандитсене пула ҫурма тӑлӑха юлнӑ. Мӑшӑрӗ (вӑл «РСФСР тава тивӗҫлӗ учителӗ» ята та тивӗҫнӗ) вӗсене пӗчченех ура ҫине тӑратнӑ. Аслӑ хӗрӗ Тамара Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫа хутшӑнса Берлина таран ҫитнӗ, хӑйӗн ятне Берлин стени ҫинче ҫырса хӑварнӑ. Вӑталӑх хӗрӗ биологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ пулнӑ. Кӗҫӗнни Галина — истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Ҫак милици ҫыннисене ял-йыш питӗ хисепленӗ, пытарма та питӗ нумай ҫын пуҫтарӑннӑ. Ҫӗнӗ Мӑратри таврапӗлӳ музейӗнче пытарнӑ чухне тунӑ сӑнӳкерчӗксем халӗ те упранаҫҫӗ.       

Ҫак кун паттӑр милиционерсен палӑкӗ патне полици ӗҫченӗсенчен тӑракан хисеплӗ хурал тӑратнӑ. Пуҫтарӑннисем вилнисене асӑнса пӗр минут шӑп тӑнӑ, палӑк патне чечексем хунӑ.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *