Вторник, 13 октября

Асӑрханӑр, инсульт!

Инсульт — пуҫ мимине юнпа тивӗҫтересси сасартӑк пӑсӑлни. Кун пек чухне чир палӑрӑмӗсем питӗ хӑвӑрт вӑй илсе пыраҫҫӗ, вӑхӑтра медицина пулӑшӑвӗ памасан пуҫ мими йывӑр сиенленет.

Пуҫ мими ҫыннӑн организмӗн ӗҫне йӗркелесе тӑрать. Вӑл алӑсен, урасен хусканӑвӗшӗн, пуплевшӗн тата ытти енсемшӗн те яваплӑ. Ҫавӑнпа та пуҫ мимин хӑш пайӗ сиенленнине кура инсультӑн паллисем те тӗрлӗрен пулма пултараҫҫӗ. Пуҫ мимин юн ҫаврӑнӑшӗ сасартӑк пӑсӑлнине мӗн чухлӗ маларах палӑртса сиплеме пуҫлаҫҫӗ, вӑл ҫыншӑн ҫавӑн чухлӗ ҫӑмӑлрах иртет. Ҫыннӑн инсульт пулнине мӗн тӑрӑх пӗлме пулать-ха? Ҫынна йӑл кулма ыйтӑр. Инсультлӑ ҫын тутан ҫуррипе ҫеҫ йӑл кулаять, тепӗр пайӗ вырӑнтах юлать. Алӑсене ҫӳле ҫӗклеме ыйтсан унӑн хӑрах алли лайӑх хӑпарать, тепри вара вӑйсӑр пулни сисӗнет. Инсульт чухне ҫын сӑмахсене уҫӑмлӑн калаймасть, хуравсем ӑнланмалла мар тухаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех инсульта ҫак паллӑсем тӑрӑх  уйӑрса илме пулать:

— ҫын хӑй ӑҫтине, мӗн пулнине ӑнланса илеймест;

— куҫра иккӗллӗ курӑнать е пӗр куҫ япӑх курма пуҫлать;

— питӗ вӑйлӑ пуҫ ыратать, кӑмӑл пӑтранма, хӑстарма пултарать;

— питӗ вӑйлӑ пуҫ ҫаврӑнать, ҫавна пула ҫын ура ҫинче тӑраймасть;

— ҫын тӑнне ҫухатать.

Ҫын аптӑраса ӳксен 3—6 сехетре медицина пулӑшӑвӗ пани пысӑк пӗлтерӗшлӗ, унсӑрӑн пуҫ миминче каялла тавӑрма ҫук улшӑнусем пулса иртеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та инсультӑн пӗрремӗш паллисене асӑрхасанах васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗ чӗнмелле. Шурӑ халатлисем киличчен чирлӗ ҫынна вырттармалла, кӗпен ҫӳлти тӳмисене вӗҫертмелле, пиҫиххине тата ытти туртӑнтарса тӑракан тумтире пушатмалла. Чӳречене уҫса пӳлӗме уҫӑ сывлӑш кӗртмелле. Ҫын тӑнне ҫухатнӑ пулсан ун пуҫне айккинелле пӑрмалла. Ҫакӑ ҫын хӑсас пулсан хӑсӑк сывлав ҫулӗсене лекесрен кирлӗ.

Медицина пулӑшӑвӗ памасан инсульта пула ҫын вилет. Вилӗм сӑлтавӗсем хушшинче миокард инфаркчӗ хыҫҫӑн шӑпах инсульт иккӗмӗш вырӑн йышӑнать. Статистика кӑтартӑвӗсем тӑрӑх ҫак чирпе аптӑранӑ кашни виҫҫӗмӗш пациент кайран хӑй тӗллӗн пурӑнаймасть, вӗсене ҫын пӑхмалла* кашни пиллӗкмӗш пациент утакан пулаймасть. Инсульт хыҫҫӑн чӗрӗ юлнӑ 5 ҫынран пӗри ҫеҫ сывлӑхне йӗркене кӗртсе малтанхи пек пурнӑҫа таврӑнаять. Ҫын чӗрӗ юлсан та инсульт сывлӑха сиен кӳни сисӗнет. Ҫын хӑвӑрт ывӑнать, вӑй пӗтнине туять, ӑнланмалла мар калаҫать, хӑвӑрт манать, ӑс-тӑн хавшакланать, куҫ япӑхрах курма, хӑлха та япӑхрах илтме пуҫлать, ҫын кӗлеткен хӑш-пӗр пайӗсене туйми пулать.

Чылай чухне инсульт патне тӗрӗс мар пурнӑҫ йӗрки илсе пырать. Гипертони, сахӑр диабечӗ, ытлашши ӳт хушни, атеросклероз, чӗре ритмӗ пӑсӑлни, холестерин пысӑк пулни, пирус туртни, стрессем, сахал хускални инсульт пулас хӑрушлӑха   ӳстерекен факторсем шутланаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та туртма пӑрахни, юн пусӑмне тата холестерин шайне йӗркене кӗртни ҫак чиртен сыхланма пулӑшаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех хӑвӑрӑн сывлӑха ҫуллен тӗрӗслеттерес тӗллевпе диспансеризаци тухмалли ҫинчен те манмалла мар. 

Анастасия СМИРНОВА,

врач-невропатолог.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *