Чӑн-чӑн юрату вӑл — ылтӑн пек: нихӑҫан та тӗксӗмленмест, ҫулсем иртнӗҫемӗн тата та хаклӑланса пырать. Ҫавӑнпа та мӑшӑрсем аллӑ ҫул пӗрле пурӑннине те ылтӑн туй теҫҫӗ. Ҫакӑн пек ҫемьесенче туйӑмсем ҫулран-ҫул ҫирӗпленсе ҫеҫ пыраҫҫӗ, упӑшкипе арӑмӗ ҫулсем иртнӗҫемӗн пӗр-пӗрне тата та ытларах хаклама пуҫлаҫҫӗ.
Ҫак кунсенче Комсомольскинчи ЗАГС уйрӑмӗнче Гузьминсен ҫемйин ылтӑн юбилейне уявланӑ. Надежда Никифоровнӑпа Юрий Александровича тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем ҫак паллӑ пулӑмпа ӑшшӑн саламланӑ, ҫемье вучахне малашне те упраса пыма, тата нумай-нумай ҫул пурнӑҫ сукмакне пӗрле такӑрлатма ырлӑх-сывлӑх, телей суннӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн ҫумӗ Наталия Комиссарова, ЧР юстици ӗҫӗсен Патшалӑх службин начальникӗн ҫумӗ Алексей Вязов, ЧР Хӗрарӑмсен союзӗн Комсомольскинчи уйрӑмӗн председателӗ Инна Ядрова та хутшӑннӑ. Вӗсем те мӑшӑра саламласа ӑшӑ сӑмахсем каланӑ, парнесем панӑ. Юбилярсен ятне «Комсомольски муниципаллӑ округӗн ҫемье пурнӑҫӗн хисеплӗ юбилярӗсен кӗнекине» кӗртнӗ. Ҫакна ҫирӗплетсе мӑшӑр 50 ҫул каяллахи пекех ятарлӑ хут ҫинче алӑ пуснӑ.
Юрий Гузьмин Хабаровск хулинче службӑра тӑнӑ чухне хӑйӗн пулас мӑшӑрӗпе паллашнӑ. Горьки облаҫӗнчи Урень хулинче ҫуралса ӳснӗ Надежда Никифоровнӑшӑн вӑл шӑпа ҫырниех пулнӑ. Служба вӑхӑчӗ пӗтсен ҫамрӑксем ҫемье ҫавӑрса Комсомольскинче пурӑнма пуҫланӑ. Ҫемье пуҫӗ РФ ШӖМӗн Комсомольскинчи Патшалӑх автоинспекцийӗн подразделенине ӗҫе кӗнӗ, ӗҫленӗ хушӑрах Ҫӗрпӳри ял хуҫалӑх техникумӗнче «Ял хуҫалӑхӗн механизацийӗ» енпе пӗлӳ илнӗ. 1983 ҫулта Комсомольскинчи «Сельэнерго» предприятире инженер-механикре вӑй хума пикеннӗ. 90-мӗш ҫулсенче самана ылмашнине кура Юрий Александрович хӑй тӗллӗн ӗҫлеме шутланӑ, Комсомольскинче «Березка» магазин уҫнӑ.
Надежда Никифоровна Чӑваш Ене куҫса килсенех малтан Комсомольскинчи «Сельхозтехникӑра» бухгалтерта тӑрӑшнӑ, унтан 10 ҫул ытла Комсомольски райповӗнче ӗҫленӗ. Магазина пӗччен тытса тӑрасси, халӑха вӑхӑтра кирлӗ таварсемпе тивӗҫтересси ҫӑмӑл мар. Ҫавӑнпа та вӑл 1996 ҫулта ӗҫе пӑрахса мӑшӑрӗпе пӗрле магазинта вӑй хума пикеннӗ. Нумай ҫул вӗсем суту-илӳ тытӑмӗнче тӑрӑшнӑ, пӗр-пӗрне ҫур сӑмахранах ӑнланса, шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса ҫемье ӗҫне аталантарнӑ: лавккана хӑтлӑлатнӑ, таварсемпе пуянлатсах тӑнӑ.
Гузьминсем виҫӗ ача ҫуратса ӳстернӗ, пурне те тивӗҫлӗ воспитани парса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Ывӑлӗ Александр халӗ Шупашкарта «Татнефть» ОООра вӑй хурать, хӗрӗсем Верӑпа Анна ашшӗ-амӑшӗнчен аякка кайман, Комсомольскинчех тӗпленнӗ, иккӗшӗ те менеджер. Ылтӑн юбилярсен паянхи кун — 6 мӑнук. Вӗсем аслашшӗ-асламӑшне, кукашшӗ-кукамӑшне хӑйсен ӑшшипе, ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнтарсах тӑраҫҫӗ.
Аллӑ ҫул питӗ нумай пек, анчах та мӑшӑрсем каланӑ тӑрӑх, ҫак вӑхӑт сисӗнмесӗрех иртсе каять. Уйрӑмах юнашар юратакан ҫын пулсан пурнӑҫ ҫулӗпе хӑюллӑн малалла утас килет. Асра вара пурнӑҫри телейлӗ, ҫутӑ самантсем, пӗрле тунӑ ҫитӗнӳсем юлаҫҫӗ. Гузьминсен пек ҫирӗп ҫемьесем пире чи кирлине вӗрентеҫҫӗ: пӗр-пӗрне хакламалла, пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшмалла, пӗр-пӗрне упрамалла. Пирӗн те вӗсенчен тӗслӗх илесчӗ.
Наталья Калашникова.