Чӑваш халӑхӗ мӗн авалтан йывӑрлӑха лекекенсене алӑ пама, май пур таран пулӑшма тӑрӑшнӑ. Ҫак ырӑ йӑла паян кунччен те упранса юлнӑ. Уйрӑмах халӗ, ентешсем ятарлӑ ҫар операцийӗнче Тӑван ҫӗршыв чысне хӳтӗленӗ вӑхӑтра, ҫакӑн пек пулӑшу питӗ кирлӗ.
Урамра ҫанталӑк сивӗтсе пынӑ май ятарлӑ ҫар операцийӗнчи ентешсене те йывӑр килет. Тылран ярса паракан окоп ҫуртисем вӗсене ӑшӑнма, йӗпеннӗ япаласене типӗтме пулӑшаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та округри ялсенче пурӑнакансем ҫак ҫуртасене тӑвас ӗҫе активлӑн хутшӑнаҫҫӗ. Ку ӗҫре ҫитӗннисем ҫеҫ мар, шкул ачисем те хастар. Акӑ, Хырхӗрри тӗп шкулӗнче вӗренекенсем пушӑ вӑхӑтра окоп ҫуртисем хатӗрлеҫҫӗ. Ачасем вӗсем тунӑ кашни ҫурта салтаксене усӑ кӳрессе, ҫапӑҫу хирӗнчи йывӑр условисене кӑшт та пулин ҫӑмӑллатасса, тӑван ен ӑшши ҫинчен аса илтерессе шансах тӑраҫҫӗ.
Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче 5-мӗш класра ӑс пухакан Михаил Макушкин иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ хӑйне ҫуралнӑ кун ячӗпе парнеленӗ укҫана Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене пулӑшу кӳме ярать. Кӑҫал вӑл ҫак укҫапа усӑ курса амӑшӗпе пӗрле 12 минтер, 2 утиял, кофе, чей тата печенисем туянса салтаксене ярса панӑ.
Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗнче пурӑнакансем ятарлӑ ҫар операцийӗнчи ентешсем валли пикенсех дронсенчен хӳтӗлекен утиялсем ҫӗлеҫҫӗ. Салтаксем ҫак утиялсем ҫапӑҫу хирӗнче питӗ кирлине палӑртаҫҫӗ, тата ҫӗлесе пама ыйтаҫҫӗ.
Комсомольскинчи «Кӗмӗл ӳсӗм» хутшӑну центрне ҫӳрекенсем те кунсерен дронсенчен хӳтӗлекен утиялсем ҫӗлеҫҫӗ тата маскировка тетелӗсем ҫыхаҫҫӗ. Октябрӗн 24-мӗшӗ тӗлне вӗсем пурӗ 121 тетелпе 73 утиял хатӗрленӗ те ӗнтӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем салтаксем валли ӑшӑ нускисем те ҫыхаҫҫӗ.
Округри ытти ялсенче те салтаксене пулӑшу кӳрес енӗпе куллен ӗҫлеҫҫӗ. Час-часах тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ, ял хуҫалӑх продукцийӗ, тумтир тултарнӑ гуманитари грузӗсем ӑсатаҫҫӗ. Паянхи кун чи кирли — салтаксемшӗн шанчӑклӑ тыл пулни. Ҫакна асра тытса хамӑр пултарнӑ таран ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшар.