Нумаях пулмасть пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче иртнӗ педагогика ӑсталӑхӗн «Престиж» фестиваль-конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Унта Комсомольскинчи ача-пӑча искусство шкулӗн вӗрентекенӗсем лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ.
«Методическая мастерская» номинацире Ольга Буслаева, Наталия Ковшова, Виктор Кокшин I степеньлӗ лауреатсем пулса тӑнӑ. «Открытый урок» номинацире Татьяна Иванова чи пултарулли пулнине ҫирӗплетсе панӑ. «Исполнительское мастерство» номинацире Татьяна Ивановӑпа «Островок» хореографи ансамблӗ 1-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Надежда Абдюшевӑпа Татьяна Макарова III степеньлӗ лауреатсем пулса тӑнӑ.
Педагогсене саламласа малашне те ҫитӗнӳсем тума сунатпӑр.
Материалсене Наталья КАЛАШНИКОВА хатӗрленӗ.