Вторник, 22 октября

Чи вӑйлисем тупӑшнӑ

Чи вӑйлисем тупӑшнӑ

Иртнӗ канмалли кунсенче Шупашкарта «Хыпар» хаҫат парнисемшӗн кире спорчӗн пӗтӗм Раҫҫейри 39-мӗш турнирӗ иртнӗ. Йӑлана кӗнӗ ӑмӑртура ҫӗршывӑн 19 регионӗнчен 150 ытла спортсмен тупӑшнӑ.

Ҫӑмӑл мар тупӑшура Чӑ-ваш Ен спортсменӗсем 4 ылтӑн, 7 кӗмӗл тата 5 пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ.

Пӗтӗм Раҫҫейри турнир пӗтӗмлетӗвӗпе Киров облаҫӗн команди тӗп кубока тивӗҫнӗ. Сӑмах май каласан, вӑл виҫҫӗмӗш ҫул ӗнтӗ ҫӗнтерӗве алӑран ямасть. Чӑваш Ен спортсменӗсен пӗрлештернӗ команди иккӗмӗш вырӑнта, Тутарстан команди — виҫҫӗмӗш. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *