Вторник, 22 октября

Чӑваш Ен ал пама хатӗр

Чӑваш Ен ал пама хатӗр

Чӑваш Ен Запорожье облаҫӗнчи Бердянск округӗн аталану планне йӗркелеме пулӑшма хатӗр. Кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев округӑн пуҫлӑхӗпе Алексей Кичигинпа суту-илӳпе экономика, ӑслӑлӑхпа техника тата социаллӑ пурнӑҫпа культура енӗпе килӗшӗве алӑ пуснӑ чухне каланӑ.

«Пирӗн тӗллев — Бердянск округне ҫитес 6 ҫулта аталантармалли комплекслӑ план йӗркелесси. Ҫак документ округа пур енпе те ӳсӗмсем тума, 6 ҫулта Раҫҫейри вӑтам пурнӑҫ стандарчӗсене хӑваласа ҫитме пулӑшӗ», — палӑртнӑ Олег Николаев.

Республикӑри шеф пулӑшӑвӗ тата ятарлӑ инфраструктура проекчӗ шайӗнче пӗтӗмпе 2024 ҫулта Бердянск округӗнче 12 объектра юсав ӗҫӗсем ирттерме палӑртнӑ. Ҫав шутра 3  ял тӑрӑхӗнче  ӑшӑпа тивӗҫтермелли котельнӑйсене юсаса тӗпрен ҫӗнетесси, шыв башнисене юсаса хута ярасси тата ытти те.

2025 ҫулта Чӑваш Республики Бердянск хулинчи зоологи клубӗн ҫуртне, шкулсене юсама палӑртнӑ. Культура ҫурчӗсем, мобильлӗ спорт комплексӗ тӑвасси те планра пур.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *