Вторник, 22 октября

Ырлӑх-сывлӑх суннӑ

Ырлӑх-сывлӑх суннӑ

Октябрӗн 16-мӗшӗнче Асанкасси ялӗнче пурӑнакан Мария Митрофанова 95 ҫулне уявланӑ.

Ӑна муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ, округӑн территорисене тирпей-илем кӗртес тата аталантарас енӗпе ӗҫлекен управленин начальникӗ Альберт Кузьмин тата Асанкасси территори уйрӑмӗн начальникӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Николай Карпов ӑшшӑн саламланӑ. Альберт Германович ырлӑх-сывлӑх, вӑрӑм ӗмӗр сунса округ пуҫлӑхӗн Николай Раськинӑн ячӗпе парне тата РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн саламлӑ ҫырӑвне панӑ.

Надежда Козлова тата «Ҫӑлкуҫ» халӑх вокал ансамбльне ҫӳрекенсем Мария Яковлевнӑна илемлӗ юрӑсем шӑрантарса савӑнтарнӑ.

Мария Митрофанован пурнӑҫӗ пӗтӗмпех ҫӗршывӑн историйӗпе ҫыхӑннӑ: Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ, вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи йывӑр ҫулсем, колхозра нумай ҫул ӗҫлени — пӗтӗмпех асра ҫырӑнса юлнӑ. Мӑшӑрӗпе Тимофей Егоровичпа пӗрле вӗсем виҫӗ ывӑл тата пӗр хӗр ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ кинемее 6  мӑнукӗпе вӗсен 5 ачи савӑнтараҫҫӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *