Вторник, 22 октября

Вӑхӑтра тӗрӗсленни паха

Вӑхӑтра тӗрӗсленни паха

Чӑваш Енре ҫулталӑк пуҫланнӑранпа диспансеризаци 37 пин ытла чире тупса пама пулӑшнӑ. ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов ҫакӑн ҫинчен каласа пурне те диспансеризацин пысӑк пӗлтерӗшӗ ҫинчен аса илтернӗ. 

Кӑҫалхи 9 уйӑхра республикӑра 389 пин ҫын сывлӑхне тӗрӗслеттернӗ. Ҫавна май 16 пин ытла тӗслӗхре юн ҫаврӑнӑшӗн чирӗсене, 2811 ҫыннӑн апат ирӗлтерекен органсен чирӗсене, 1644 ҫыннӑн сахӑр диабетне, 1235 ҫыннӑн сывлав органӗсен чирӗсене, 502 ҫыннӑн усал шыҫӑ пуррине тата ытти чирсене тупса палӑртнӑ. Ҫаксем ахаль цифрӑсем ҫеҫ мар, вӗсен хыҫӗнче — ҫынсен шӑписем.

Чире маларах тупса сиплеме тытӑнни чылай чухне вӑл шала каяссинчен, организм вӑйлӑ сиенленессинчен сыхланма пулӑшать. Ҫавӑнпа никамӑн та диспансеризаци ҫине алӑ сулмалла мар. Хамӑрӑн сывлӑха тӗрӗслеттерессине ырана хӑварас марччӗ.

Аса илтеретпӗр, диспансеризаци тухнӑшӑн укҫа тӳлемелле мар.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *