Четверг, 24 октября

Ҫӗнетнӗ магазин туянакансене хавас

Ҫӗнетнӗ магазин туянакансене хавас

Кашни ялта магазин кирлех. Кулленхи пурнӑҫра апат ҫимӗҫ, хуҫалӑхра усӑ куракан вак-тӗвексем туянма пулакан вырӑн ҫывӑхра пулни питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ҫавӑнпа та округри кашни ялта тенӗ пекех райпон магазинӗсем ӗҫлеҫҫӗ, сутуҫӑсем ял ҫыннисем мӗн ыйтнине кура ассортимента пуянлатсах тӑраҫҫӗ.

Октябрӗн 9-мӗшӗнче Хырай Ӗнел ялӗнче куллен кирлӗ таварсен магазинне реконструкци хыҫҫӑн уҫнӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, Чӑвашпотребсоюз правленийӗн председателӗн ҫумӗ Андрей Данилов, Комсомольски райпо канашӗн председателӗ Светлана Грачева, потребительсен кооперацийӗн ветеранӗсем тата ял ҫыннисем хутшӑннӑ. Хӑнасем ял ҫыннисене ҫак паллӑ пулӑмпа ӑшшӑн саламланӑ, райпо тытӑмӗ куллен аталанса пынине, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тунине палӑртнӑ, магазина яланах ял ҫыннисене тӗрлӗ таварпа савӑнтарма, тупӑшлӑ пулма суннӑ.

Светлана Грачева округ пуҫлӑхне Николай Раськина, Чӑвашпотребсоюз канашӗн председательне Валерий Павлова, райпо тытӑмӗнче вӑй хуракансене, Александровка территори уйрӑмӗн ҫыннисене, Юрий Белов подрядчике чӗререн тав тунӑ, пурне те лайӑх кӑмӑл, ырлӑх-сывлӑх суннӑ.

Хӗрлӗ хӑйӑва каснӑ хыҫҫӑн пуҫтарӑннисем ҫӗнетнӗ магазина кӗрсе унти ассортиментпа паллашнӑ, пӗрремӗш таварсене туяннӑ. Палӑртмалла, райпо тытӑмӗнче туса илекен таварсем валли кунта уйрӑм сентре уйӑрнӑ. Уявра Етӗрнери аш-какай комбиначӗн продукцин дегустацийӗ те иртнӗ.

Ял ҫыннисем магазин уҫӑлнишӗн савӑннине пытарман, райпо ертӳҫисене, строительсене чӗререн тав тунӑ.

«Паян пирӗн ялта ҫав тери пысӑк уяв. Евгений Карпеева 40 ҫул каялла магазин уҫнӑшӑн, Светлана Грачевӑна райпо тытӑмне аталантарса пырса ял халӑхне тӗрлӗрен таварпа тивӗҫтернӗшӗн тав тӑватпӑр. Халӗ пирӗн яла автобус ҫӳремест те ытларах чухне таварсене ялти магазинта туянатпӑр. Магазин пӗр-пӗринпе ҫыхӑну тытмалли, хутшӑнмалли вырӑн та пирӗн. Уйрӑмах ватӑ ҫынсемшӗн вӑл питӗ кирлӗ. Магазин тупӑш нумай патӑр, халӑхсем хаваспах унта ҫӳреччӗр», — уҫнӑ шухӑшне ҫак ялта пурӑнакан Людмила Макарова.  

Комсомольски райповӗ 85 ҫул ӗнтӗ ӗҫлет, кунран-кун аталанса пырать. Райпо магазинӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫӗнелеҫҫӗ, ял ҫыннисен кулленхи ыйтӑвӗсене тивӗҫтерме улшӑнсах пыраҫҫӗ. Хырай ,нелӗнчи  магазин та халӑха таварпа тивӗҫтерессине ҫӳллӗ шайра пурнӑҫлама пулӑшӗ.

Евгений Карпеев,

райпо тытӑмӗн ветеранӗ:

«Ку магазина эпир темиҫе хутчен те юсанӑ, анчах та ҫакӑн пек тӗпрен реконструкцилемен. Апла пулсан пирӗн хыҫҫӑн пыракансем — маттурсем, ял магазинне пӗтӗмпех ҫӗнетме пултарчӗҫ. Эпӗ куншӑн питӗ хавас».

                                                                                                                                   Наталья Калашникова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *