Четверг, 24 октября

Спорта юратакасем ҫуллахи сезона хупнӑ

Спорта юратакасем ҫуллахи сезона хупнӑ

Кӗркуннен пӗрремӗш уйӑхӗ сисӗнмесӗрех иртрӗ. Ҫуллахи пек ӑшӑ кунсем хыҫала юлчӗҫ, урамра кунран-кун сивӗтсе пыни туйӑнать. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ҫуллахи спорт сезонне хупма та вӑхӑт ҫитрӗ. Иртнӗ шӑматкун спорта юратакансем ҫак сӑлтавпа «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн стадионне пуҫтарӑннӑ. Унта «Каҫал ен» хаҫат призӗсемшӗн ҫулсерен йӗркелекен ҫӑмӑл атлетика эстафети иртнӗ. Спорт уявне округра пурӑнакансем, шкулсенче ӑс пухакансем, организацисемпе предприятисен ӗҫченӗсем тата спорт ҫемйисем хутшӑннӑ.

Мероприятие муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ — вӗренӳ пайӗн начальникӗ Наталия Комиссарова уҫнӑ. Вӑл ӑмӑртӑва хутшӑнакансене ӑнӑҫлӑн дистанцие парӑнтарма суннӑ. Ҫавӑн пекех «Каҫал ен» хаҫатӑн тӗп редакторӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Татьяна Мамуткина, «Кӗтне» спорт шкулӗн директорӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Валерий Денисов, муниципаллӑ округри Ашшӗсен канашӗн председателӗ Михаил Ананьев, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан Иван Галкин тухса калаҫнӑ, спортсменсене ҫитӗнӳсем тума суннӑ.

Чи малтанах старта спорт ҫемйисем тухнӑ. Виҫӗ ҫынран тӑракан ҫемье командисем палӑртнӑ дистанцие ҫӑмӑллӑнах парӑнтарнӑ. Чи малтан финиша Басниковсем ҫитнӗ. Иккӗмӗш вырӑна Порядковсем, виҫҫӗмӗш вырӑна Маловсем тивӗҫнӗ. Ку ушкӑнра кӑҫал хутшӑнас текенсем  йышлах пулман, апла пулин те  малашне ҫемьесем хастартарах пуласса, ӑмӑртӑва хутшӑнма васкасса шанатпӑр. Ҫемьепе пӗрле старта тӑни пуриншӗн те усӑллӑ. Ашшӗ-амӑшӗ спортпа туслӑ пулсан ачасем те мӗн пӗчӗкрен ку енӗпе аталанма тӑрӑшаҫҫӗ, тӗрлӗ ӑмӑртусене хастаррӑн хутшӑнаҫҫӗ, ҫитӗнӳ-сем тӑваҫҫӗ. 

Шкул ачисем хушшинче вара ӑмӑртусем яланах хӗрӳ иртеҫҫӗ. Кӑҫал та вӗренекенсенчен старта тӑракансем йышлӑн пулнӑ. Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсем хушшинче Хирти Явӑш вӑтам шкулӗн спортсменӗсем мала тухнӑ, Чӗчкен тӗп шкулӗн команди — иккӗмӗш, Хырай Ӗнел вӑтам шкулӗн команди виҫҫӗмӗш вырӑнта. Вӑтам шкулсен 8—9-мӗш класӗсенче вӗренекенсем те дистанцие чи малтан парӑнтарас тесе хӗрӳ тупӑшнӑ. Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗн команди пьедесталӑн пӗрремӗш картлашкине, Нӗркеҫ вӑтам шкулӗн команди — иккӗмӗшне, Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗн команди виҫҫӗмӗшне хӑпарнӑ. 10—11-мӗш классенче ӑс пухакансем хушшинче Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн командине ҫитекен пулман, 2-мӗш вырӑна — Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗн команди, 3-мӗш вырӑна Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗн команди тивӗҫнӗ.

Шел пулин те, организацисемпе учрежденисен командисем эстафетӑна сахалӑн хутшӑннӑ. Апла пулин те, ку ушкӑнра та ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма май килнӗ. Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн ӗҫченӗсем палӑртнӑ дистанцие ҫӑмӑллӑн парӑнтарса 1-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑнта — Комсомольски муниципаллӑ округ администрацийӗн команди. 

Мала тухнӑ командӑсене грамотӑсемпе тата пылак парнесемпе савӑнтарнӑ. Унсӑр пуҫне кашни ушкӑнрах ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнисене кубоксем панӑ, «Каҫал ен» хаҫата ҫитес ҫулӑн пӗрремӗш ҫур ҫулӗ валли тӳлевсӗр ҫырӑнтарнӑ.

Сывӑ пурнӑҫ йӗркине юратакансем спорт уявӗпе кӑмӑллӑ юлнӑ. Ӑмӑртура мала тухмасан та уҫӑ сывлӑшра чупни, хусканусем туни пурне те лайӑх кӑмӑл парнеленӗ.

Наталья КАЛАШНИКОВА.