Четверг, 24 октября

Атте – кашниншӗн ырӑ тӗслӗх

Атте – кашниншӗн ырӑ тӗслӗх

Раҫҫейри Ҫемье ҫулталӑкне халалласа кӑҫал республикӑра, ҫавӑн пекех пирӗн округра та час-часах тӗрлӗ мероприятисем иртеҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри — ҫемье канӑвӗн «Папа-Фест» фестивалӗ. Ӑна ҫемьесем ҫине тимлӗх уйӑрас, йӑлана кӗнӗ ҫемье хаклӑхӗсене упрама пулӑшас политикӑна анлӑн сарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Нумаях пулмасть округри Ашшӗсен канашӗ ертсе пынипе ҫакӑн пек фестиваль Комсомольскинчи «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче йӗркелесе ирттернӗ.

Кашни ачан пурнӑҫӗнче ашшӗ пысӑк вырӑн йышӑнать. Ахальтен мар халӑхра: «Пӗр атте ҫӗр учительтен пӗлтерӗшлӗрех» теҫҫӗ. Шӑпах ашшӗ хӑйӗн тӗслӗхӗпе, хӳтлӗхӗпе, юратӑвӗпе ачана кирлӗ пек аталанма пулӑшать, пурнӑҫри йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе пыма, хӑюллӑ та ҫирӗп тӗллевлӗ пулма вӗрентет. Фестивале хутшӑннӑ ашшӗсем те ачисемшӗн тӗслӗх пулнине, пӗр ӗҫрен те хӑраманнине, пур енӗпе те маттур пулнине кӑтартса панӑ.   

Вӗсем ачисемпе пӗрле тӗрлӗ вӑйӑсенче хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ: «Кӗвве пӗл» конкурсра мӗнле юрӑсем янӑранине тупнӑ, мультфильмсене аса илнӗ, пӑта ҫапнӑ, эстафета чупса тата ытти тупӑшусенче ӑмӑртнӑ. Пӗр командӑсем хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗсленӗ тата пултарулӑхне кӑтартнӑ вӑхӑтра теприсем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем валли маскировка тетелӗ ҫыхас ӗҫе хутшӑннӑ.  

Комсомольскинчи 31-мӗш пушар хурал чаҫӗн ӗҫченӗсем пуҫтарӑннисене пушар сӳнтермелли машина ҫинче мӗнле хатӗр-хӗтӗрсем пурри, вӗсемпе мӗнле усӑ курмалли ҫинчен каласа панӑ. Ачасем пушар  сӳнтерекенӗн тумне те тӑхӑнса пӑхнӑ. Унсӑр пуҫне вӗсен медицина ӗҫченӗн профессийӗ пе ҫывӑххӑн паллашма та май пулнӑ. 

Ашшӗсем ҫемьене тӑрантарас тесе куллен ӗҫлеҫҫӗ. Хӑш-пӗр чухне вӗсен ачисемпе выляма, тӗрлӗ ӗҫ пӗрле пурнӑҫлама, тен, вӑхӑчӗсем те ҫук пуль. «Папа-Фест» фестиваль вара ҫемьепе пӗрле савӑнма, вӑхӑта усӑллӑн ирттерме май туса панӑ. Ҫакӑн пек фестиваль йӑлана кӗрессе, ӑна малашне кашни ҫулах ирттерессе, тата та нумайрах ҫемьесене явӑҫтарасса шансах тӑратпӑр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *