Воскресенье, 6 октября

Чыс та хисеп ветерансене

Чыс та хисеп ветерансене

Кашни ҫулах октябрь пуҫламӑшӗнче эпир «кӗмӗл ӳсӗмри» ҫынсене — аслӑ ӑрӑва пӗрле пуҫтарӑнса саламлатпӑр. Ҫак уяв эпир вӗсене хисепленине, вӗсен паха опытне пысӑк хак панине кӑтартса пама пулӑшать. Кӑҫал та  Ваттисен кунне халалланӑ уявсем шавлӑн та савӑнӑҫлӑн иртнӗ.

Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин чи малтанах администрацинче ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ҫынсемпе тӗл пулнӑ, вӗсене округа аталантарассине пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, пурнӑҫра яланах активлӑ пулнӑшӑн тав тунӑ, ырлӑх-сывлӑх суннӑ.

Ҫак кунах Комсомольскинчи культура ҫуртне культура тытӑмӗнчи ветерансене йыхравланӑ. Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин аслӑ ӑру ҫыннисене саламласа активлӑ пулма, округӑн обществӑлла тата культура пурнӑҫне хастаррӑн хутшӑнма суннӑ. Администрацин культура секторӗн начальникӗ Дария Грибова ветерансене культура аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, халӑх йӑли-йӗркисене упраса хӑварма пулӑшнӑшӑн тав тунӑ. Округри централизациленӗ библиотека тытӑмӗн директорӗ Инна Ядрова та саламсем ҫумне хутшӑнса пуҫтарӑннисене ҫирӗп сывлӑхлӑ, вӑрӑм ӗмӗрлӗ пулма суннӑ.

Нумай ҫул культура тытӑмӗнче ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнисене «Комсомольски округне туса хунӑранпа 85 ҫул» медальпе чысланӑ.  Малалла уява пуҫтарӑннисем К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн «Пӗртен-пӗр шанӑҫ» спектакльне курса савӑннӑ.

Сывлӑх сыхлавӗн ветеранӗ- сем валли те чаплӑ уяв йӗркеленӗ. Николай Раськин, районти тӗп больницӑн тӗп врачӗ Инна Ефремова, ветерансен канашӗн председателӗ Маргарита Федорова, пӗрремӗшле профсоюз организацийӗн председателӗ Диляра Арифуллина пурне те уявпа саламланӑ. Чӑваш Республикин тата Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ врачне Вера Лавровӑна аса илсе ун ячӗпе уҫнӑ асӑну хӑми патне чечексем хунӑ.

Уяв питӗ кӑмӑллӑ та ырӑ лару-тӑрура иртнӗ. Ветерансем пӗр-пӗринпе тӗл пулма май туса панӑшӑн савӑннине пытарман, хыпарсене сӳтсе явнӑ, ҫамрӑк чухнехи самантсене аса илнӗ, баянпа юрӑсем шӑрантарнӑ. Пӗр сӑмахпа каласан, чун каниччен савӑннӑ.

Территори уйрӑмӗсенче, ялсенче, тӗрлӗ организацисенче те аслӑ ӑру ҫыннисене халалланӑ уявсем иртнӗ. Вӗсенче те «кӗмӗл ӳсӗмри» ҫынсене ӑшшӑн кӗтсе илсе уяв программипе савӑнтарнӑ.  Наталья МЕДВЕДЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *