Воскресенье, 6 октября

Спортпа туслӑ пулни вӑй-хал кӳрет

Спортпа туслӑ пулни вӑй-хал кӳрет

Округри, республикӑри спорт пурнӑҫӗпе интересленекенсем Киров поселокӗнче пурӑнакан Федор Ефимов ҫинчен илтнех. Кире пуканӗ йӑтас тата йӗлтӗрпе чупас енӗпе ирттерекен тӗрлӗ ӑмӑртусенче час-часах унӑн ятне ҫӗнтерӳҫӗсем хушшинче курма пулать. 88 ҫул тултарнӑскер, пӗтӗм Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртусенче те ветерансен хушшинче ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ.

Федор Леонтьевич Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Катек ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ача чухнех спортпа туслӑ пулнӑ, йӗлтӗрпе чупса малти вырӑнсене тухнӑ. Ун чухне тренировкӑсемех те туман, ытти ачасемпе пӗрле пушӑ вӑхӑта урамра ирттернӗ, пӗрле чупнӑ, вылянӑ, йӗлтӗрпе ярӑннӑ. Ҫулӗ ҫитсен ытти яшсем пекех салтак атти тӑхӑннӑ, ҫартан килсен авланнӑ. Федор Ефимов службӑра пулнӑ вӑхӑтра вӗсен ҫемйи Киров поселокне куҫса килнӗ. Ҫавӑнпа салтак та таврӑнсан ҫӗнӗ вырӑнта пурӑнма пуҫланӑ.

Ҫамрӑк ҫемье ҫултан-ҫул пысӑкланса пынӑ, пӗрин хыҫҫӑн тепри 4 ывӑлпа 2 хӗр ҫут тӗнчене килнӗ. Ҫемье пуҫӗн ку ҫулсенче спорт валли вӑхӑчӗ те питех юлман. Вӑл «Россия» колхозра комбайнер, механизатор, платник пулса ӗҫленӗ, пысӑк ҫемьене тӑрантарма нумай ӗҫлеме тивет-ҫке-ха. Пурнӑҫ урапи малалла куснӑҫем Ефимовсен ачисем пӗрин хыҫҫӑн тепри ура ҫине тӑнӑ, тӑван килти ӑшӑ йӑваран тӗрлӗ ҫӗре саланнӑ.

«Ӑмӑртусене хутшӑнас шухӑш тахҫанах пурччӗ. Чи пӗрремӗш хут пуҫласа каясси вӑл яланах кӑштах шиклентерет темелле. Пӗрре ӑмӑртӑва хутшӑннӑ хыҫҫӑн вара тата та хавхаланса кайрӑм. Малтанхи вӑхӑтра йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗсене ытларах хутшӑннӑ пулсан халӗ кире спорчӗ ҫине пысӑк тимлӗх уйӑратӑп», — каласа парать спорт ветеранӗ.

Федор Леонтьевичӑн тӗрлӗ шайри ӑмӑртусенче ҫӗнсе илнӗ медалӗсем, грамотисем питӗ нумай. Округри спорт уявӗсенче ҫеҫ мар, республика, Раҫҫей первенствисенче, «Хыпар» хаҫат призӗсемшӗн ирттернӗ пӗтӗм Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртусенче вӑл темиҫе хутчен те малти вырӑнсене тухнӑ. Кӑҫал вара пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртура кире спорчӗ енӗпе ветерансем хушшинче чемпион пулса тӑнӑ, кубока тивӗҫнӗ.

«Ӑмӑртусенче ман ҫулхисем ҫук та. Эпӗ «80 ҫултан аслисем» ушкӑнра тупӑшатӑп. Унта вара ытларах чухне тинтерех ҫеҫ 80 ҫул тултарнисем ӑмӑртаҫҫӗ. Манран чылай ҫамрӑк ҫынсемпе вӑй виҫме, паллах, ҫӑмӑл мар», — уҫать шухӑшне Ф.Ефимов.

Ҫӗнтерӳ пӗр хатӗрленмесӗр пулмасть. Федор Леонтьевич та килӗнче кашни кунах тренировкӑсем ирттерет. Ҫуллахи вӑхӑтра велосипедпа икшер сехет ярӑнать, тӗрлӗ виҫеллӗ кире пуканӗ- сем йӑтать, хӗллехи кунсенче йӗлтӗр ҫине тӑрать, утать, тӗрлӗ хусканусем тӑвать.

Спорт ветеранӗ ҫине пӑхсан вӑл ҫак ҫулта тесе калаймастӑн. Ҫирӗп те тӗреклӗ, тӳп-тӳрӗ кӗлеткеллӗ, вӑш-ваш ҫеҫ утакан арҫын мучи ҫулне ҫитнине ӗненме те йывӑр. Вӑл паян кун та Киров поселокӗнчен Комсомольскине, унтан каялла ҫуранах утать, икӗ еннелле пурӗ 15 ҫухрӑма ним те мар парӑнтарать. «Хальхи ҫамрӑксем пӗрре те утасшӑн мар. Ҫывӑхри магазина та машинӑсӑр кайса килеймеҫҫӗ. Сывлӑх ҫирӗп пултӑр тесен вара шӑпах куллен нумай утни кирлӗ. Утни ал-урана ҫӑмӑллатать, организма пиҫӗхтерет, вӑй-хал кӳ-рет. Ҫавӑн пекех вӑл кӗлетке виҫине кирлӗ шайра тытса пыма май парать, тӗрлӗ чирсенчен сыхланма пулӑшать. Ҫавӑнпа та ӳркенмелле мар, ытларах хускану тумалла», — тет спорт ветеранӗ.

Федор Ефимовӑн малашнехи планӗсем пысӑк. «Хыпар» хаҫат призӗсемшӗн ирттерекен кире спорчӗн ӑмӑртӑвне вӑл кӑҫал та хутшӑнас кӑмӑллӑ. Юр ларсан йӗлтӗр сырса вӑрманта ярӑнма пуҫласшӑн. Вӑй хунине кура малашне те ҫитӗнӳсем пулаҫҫех. Эпир вара хаҫат вулаканӗсене вӗсемпе паллаштарсах тӑрӑпӑр. 

Наталья Калашникова.    

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *