Вторник, 8 октября

900 ҫынна яхӑн старта тухнӑ

900 ҫынна яхӑн старта тухнӑ

Ҫулсерен ирттерекен «Нацисен кросӗ» чи массӑллӑ спорт мероприятийӗсенчен пӗри шутланать. Ӑна халӑха сывӑ пурнӑҫ йӗркине ытларах явӑҫтарас, спортпа туслаштарас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫалхи спорт уявӗ сентябрӗн 21-мӗшӗнче иртнӗ. Ҫак кун Комсомольскинчи «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн стадионне халӑх йышлӑн пуҫтарӑннӑ, кун хӗвеллӗ те ӑшӑ пулнине кура ачасем те, ҫитӗннисем те ӑмӑртуран айккинче юлман.

Спортсменсене муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин дистанцие ӑнӑҫлӑн парӑнтарма, спортра ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума суннӑ. Хыҫҫӑнах VIP-чупу пуҫланнӑ: Николай Раськин, администрацин пай ертӳҫисемпе специалисчӗсем, территори уйрӑмӗсен начальникӗсем, шкул директорӗсем старта тухнӑ. Малалла вара ача садне ҫӳрекенсенчен пуҫласа ветерансем таранах тӗрлӗ дистанцисенче вӑй виҫнӗ. Пурӗ округра ҫак кун 900 ҫынна яхӑн ӑмӑртнӑ. Тӗрлӗ ӳсӗмри спортсменсем 100, 200, 400, 800, 1200 тата 1600 метрлӑ дистанцисене парӑнтарнӑ. Кашни ушкӑнрах ҫӗнтерӳҫӗсене тата призерсене палӑртнӑ.

Ача садне ҫӳрекен хӗрачасем хушшинче Екатерина Юманкина финиша пӗрремӗш, Ферузе Алеева — иккӗмӗш, Азалия Колдрова виҫҫӗмӗш ҫитнӗ. Арҫын ачасем хушшинче Азат Закиров дистанцие пӗрремӗш, Ихсан Фасхутдинов иккӗмӗш, Федот Поляков виҫҫӗмӗш парӑнтарнӑ.

1—2-мӗш классенче вӗренекен ачасем хушшинче Мадина Гайнутдиновӑпа Айназ Хайбуллин ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑнӑ. Иккӗмӗш вырӑна Дарина Петровӑпа Матвей Кзыков тивӗҫнӗ. Анна Никитинапа Роман Романов — виҫҫӗмӗш вырӑнта.

3—4-мӗш классенче ӑс пухакансем хушшинче Милена Кузьминапа Савелий Чернов финиша пӗрремӗш ҫитнӗ. Виктория Козловӑпа Александр Волков — иккӗмӗш, Алия Миначевапа Игорь Крысов виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

5—7-мӗш классен ачисем хушшинче Анастасия Лукияновӑпа Павел Смирнова ҫитекен пулман. Иккӗмӗш вырӑнта — Пинеслу Семеновӑпа Ярослав Ефимов, виҫҫӗмӗшӗнче — Ксения Ефимовӑпа Арсений Хораськин.

8—9-мӗш класра пӗлӳ илекенсем хушшинче Милена Лукияновӑпа  Кирилл  Кузьмин чи    маттуррисем пулнӑ. Вероника Комиссаровӑпа Айзат Минетуллов финиша иккӗмӗш, Виктория Маловӑпа Сергей Лукиянов виҫҫӗмӗш ҫитнӗ.

10—11-мӗш классенче вӗренекенсем хушшинче те ӑмӑрту хӗрӳ иртнӗ. Ку ушкӑнра Карина Ильинапа Александр Алексеев дистанцие пӗрремӗш парӑнтарнӑ. Иккӗмӗш вырӑнта — Гузель Шарафутдинова тата Ярослав Кокорев, виҫҫӗмӗшӗнче — Полина Порфеновӑпа Расиль Гайнуллов.

55 ҫула ҫитичченхи хӗрарӑмсем хушшинче Оксана Григорьевӑна ҫитекенни пулман. Анна Крылова финиша иккӗмӗш, Татьяна Макарова виҫҫӗмӗш ҫитнӗ. Ҫак ӳсӗмри арҫынсем хушшинче Владимир Калашников ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Иккӗмӗш вырӑнта — Святослав Калашников, виҫҫӗмӗшӗнче Александр Григорьев.

55 ҫултан аслӑрах хӗрарӑмсем хушшинче Раиса Сапожникова ҫӗнтернӗ, Маргарита Кондратьева пьедесталӑн иккӗмӗш, Нина Совина виҫҫӗмӗш картлашкине йышӑннӑ. Ку ӳсӗмри арҫынсем хушшинче Вячеслав Мурзаева ҫитекенни пулман. Николай Мамуткин финиша иккӗмӗш ҫитнӗ, Виталий Автономов виҫҫӗмӗш.

Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене медальсемпе, дипломсемпе тата парнесемпе чысланӑ.

«Нацисен кросӗ» тӗрлӗ ӳсӗмри тата тӗрлӗ профессире вӑй хуракан ҫынсене пӗрлештерсе чӑн-чӑн спорт уявӗ пулса тӑнӑ, кашни хутшӑнакана ырӑ кӑмӑл-туйӑм парнеленӗ.

Наталья Калашникова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *