Четверг, 10 октября

«Наци кросӗ» сентябрӗн 21-мӗшӗнче иртет

«Наци кросӗ» сентябрӗн 21-мӗшӗнче иртет

Ҫулсеренех «Наци кросӗ» — Пӗтӗм Раҫҫейри чупу кунӗ сентябрь уйӑхӗнче иртет. Кӑҫал спорта кӑмӑллакансене 21-мӗшӗнче старта йыхравлаҫҫӗ.

Ӑмӑрту VIP-чупупа пуҫланӗ,  унтан старта ача садне ҫӳрекенсем тухаҫҫӗ. 55 ҫултан аслӑраххисем 400-шер метр дистанцие парӑнтарӗҫ.  55 ҫула ҫитичченхи арҫынсен 1600 метр, хӗрарӑмсен 1200 метр чупса ӑмӑртмалла. Шкул ачисем ӳсӗмне кура 5 ушкӑнра старта тухаҫҫӗ.

Хутшӑнакансем хушшинче чи кӗҫӗннине тата чи аслине уйрӑммӑн хавхалантараҫҫӗ. Организаци-учреждени ертӳҫисем, шкул ачисем кӑҫал та  хастар пуласса шанаҫҫӗ.

Ӑмӑртусем 10.00 сехетре «Кӗтне» ФСКра иртеҫҫӗ.

(Хамӑр инф.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *