Четверг, 10 октября

Вӑхӑтра пуҫтарса кӗртмелле

Вӑхӑтра пуҫтарса кӗртмелле

Ҫанталӑк сивӗтме пуҫлани сисӗнет, кунсем те палӑрмаллах кӗскелчӗҫ. Ҫумӑрсем пуҫланиччен хирсенчен ҫӗрулмие, пахча ҫимӗҫсене пуҫтарса кӗртме васкамалла.

Хальхи вӑхӑтра «Слава картофелю», «Комсомольские овощи» агрофирмӑсенче, «Дружба» ОООра, Самаринӑн фермер хуҫалӑхӗнче  пикенсех ҫӗрулми кӑлараҫҫӗ. Сентябрӗн 19-мӗшӗ тӗлне округри хуҫалӑхсем 364 гектар ҫинчи «иккӗмӗш ҫӑкӑра» пуҫтарса кӗртнӗ те ӗнтӗ.

Кӗрхи культурӑсене акас ӗҫ малалла пырать. Хальлӗхе пурӗ 2420 гектар ҫинче ку ӗҫе пурнӑҫланӑ, ҫав шутра 2294 гектар кӗрхи тулӑ, 110 гектар ыраш, 16 гектар вика акнӑ.

Хирти ӗҫсем вӗҫленмен-ха, апла пулсан ҫанӑ тавӑрса тӑрӑшас пулать. Ҫӑвӗпе ҫитӗнтернӗ тухӑҫа вӑхӑтра пуҫтарса кӗртни паха. 

Минзаит ЗАЙНУЛЛИН,

округӑн ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене тӑваканӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *