Четверг, 10 октября

Райпо ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнӑ

Райпо ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнӑ

Республикӑра сентябрӗн 18-мӗшӗнче потребительсен кооперацийӗн халӑхсем хушшинчи форумӗ старт илнӗ. 500 ытла ҫын ушкӑнсене пайланса Чӑвашпотребсоюзӑн районсенчи потребительсен обществисене ҫул тытнӑ. Кӑнтӑрла тӗлне пирӗн округа та тӗрлӗ ҫӗршыв ҫыннисенчен тӑракан делегаци килсе ҫитнӗ.

Хӑнасене авалхи йӑла тӑрӑх ҫӑкӑр-тӑварпа, юрӑ-ташӑпа кӗтсе илнӗ. Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, райпо канашӗн председателӗ Светлана Грачева пурне те Каҫал ен ҫӗрӗ ҫинче йышӑнма питӗ хавас пулнине палӑртнӑ. 

«Кооператор» ООО директорӗ Альбина Краснова предприятин ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен кӗскен каласа панӑ, туса кӑларакан продукцие тутанса пӑхма йыхравланӑ. Хӑнасем производствӑна мӗнле йӗркеленипе интересленсе паллашнӑ, кунта пысӑк пахалӑхлӑ та тутлӑ продукци туса кӑларнине курса ӗненнӗ.

Малалла хӑнасем «Продукты №2» магазина ҫитнӗ. Унта шӑпах хатӗрлев пункчӗ те вырнаҫнӑ.

Райпо ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен калаҫнӑ май, паллах, «Хлебозавод» ОООна та тимлӗхсӗр хӑварма юрамасть. Вӑл округри чи пысӑк пӗлтерӗшлӗ предприятисен йышӗнче. Паянхи кун кунта тӗрлӗрен ҫӑкӑр-батон, печени-пӗремӗк, кукӑль-булка пӗҫереҫҫӗ. Делегаци членӗсем продукцие хапӑлласах тутаннӑ, ҫеп-ҫемҫе те техӗмлӗ булкӑсене, кекссене пысӑк хак панӑ. «Заводӑн ассортименчӗ пуян, ҫимӗҫсем тутлӑ шӑршипе аякранах илӗртеҫҫӗ. Пахалӑхлӑ продукцие тутанса пӑхма май туса панӑшӑн «Хлебозавод» ООО командине пысӑк тав», — палӑртнӑ хӑнасем.

Делегаци округ пуҫлӑхӗпе Николай Раськинпа тата райпо канашӗн председателӗпе Светлана Грачевӑпа пӗрле Комсомольски центрӗнчи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра пуҫӗсене хунӑ ентешсене асӑнса лартнӑ палӑк патне те ҫитнӗ, унта чечексем хунӑ, пирӗн ҫӗршывӑн ирӗклӗхӗшӗн пурнӑҫӗсене шеллемен салтаксене асӑнса пӗр минут шӑп тӑнӑ.  

Ҫак кун хӑнасем «Торговый дом» ОООна, райпо тытӑмне кӗрекен аптекӑна, «Мир продуктов», Аслӑ Чурачӑкри магазинсене, Урмаелӗнчи мечете ҫитсе курнӑ, вӗсенчи ӗҫе мӗнле йӗркеленине, халӑха мӗнле ассортимент сӗннине курса хакланӑ. 

Наталья Калашникова.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *