Четверг, 10 октября

Форумра пӗлмелли нумай

Форумра пӗлмелли нумай

Нумаях пулмасть Шупашкарта регионсем хушшинчи «МедиаВзлет» форум иртнӗ. 250 ытла ҫамрӑк «медийщик» хушшинче Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче пӗлӳ илекен Ева Ефремовӑпа Дарья Медведева та пулнӑ. Хӗрачасем шкулти «Медиацентр» кружокра пӗлӳ илеҫҫӗ. Айгел Шарафутдинова ертсе пынипе вӗсем интереслӗ контент хатӗрлеме вӗренеҫҫӗ.

Форумра ҫамрӑксем фото- тата видеоконтент хатӗрлес, текстлӑ хыпарсем ҫырас, радиосюжетсем тӑвас енӗпе пӗлӳ илнӗ, режиссер ӑсталӑхӗ ҫинчен те нумай ҫӗнни пӗлнӗ.

Форум вӑхӑтӗнче ҫавӑн пекех вӗренӳ учрежденийӗсенче медиаслужбӑсене аталантарассин темипе канашлу иртнӗ. Унта Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн медиацентрӗн ертӳҫи Айгел Шарафутдинова та хутшӑннӑ. «Канашлу питӗ тухӑҫлӑ та информаци енчен пуян пулчӗ. Эпир медиаслужбӑсене аталантарассипе ҫыхӑннӑ пӗлтерӗшлӗ ыйтусене сӳтсе яврӑмӑр. Мероприяти пӗр-пӗрин шухӑшӗпе паллашма, аталанури малалли утӑмсене палӑртма пулӑшрӗ. Кунта килме май туса панӑшӑн форума йӗркелекенсене, шкул администрацине тата муниципаллӑ округ администрацийӗн вӗренӳ пайне пысӑк тав», —  уҫнӑ шухӑшӗсене вӑл.

Петр РОДИОНОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *