Воскресенье, 10 ноября

Вӑл ачасен пуласлӑхӗшӗн ӗҫлет

Вӑл ачасен пуласлӑхӗшӗн ӗҫлет

Опекӑпа попечительлӗх органӗсен тӗп тӗллевӗ — ачасене ҫемьере пурӑнма тата воспитани илме пулӑшасси. Вӗсем социаллӑ хӑрушлӑхри ҫемьесемпе тата ачасемпе профилактика мероприятийӗсем ирттереҫҫӗ, ҫемьери ӑнӑҫсӑрлӑха вӑхӑтра тупса палӑртма, йывӑрлӑхсем шала кайиччен лару-тӑрӑва йӗркелеме тӑрӑшаҫҫӗ.

Опека органӗсен специалисчӗсемшӗн ҫемьесене упраса хӑварасси тӗп вырӑнта, ҫавӑнпа та йывӑр вӑхӑтра вӗсем ҫемьесене пулӑшу пама васкаҫҫӗ. Специалистсем кашни ҫемьепе уйрӑммӑн ӗҫлеҫҫӗ. Анчах хӑш-пӗр чухне ашшӗ-амӑшӗсем ку пулӑшӑва йышӑнма хатӗр мар, ҫапла вара ҫемье саланать. Кун пек чухне ачасене ҫӗнӗ ҫемьесене вырнаҫтарасси мала тухать.

Татьяна Галзанова 2000 ҫултанпа опекӑпа попечительлӗх сферинче вӑй хурать. Вӑл ертсе пынипе тӑлӑх тата ашшӗ- амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ачасем валли ҫемьесем тупаҫҫӗ. Юлашки виҫӗ ҫулта ҫакӑн пек 14 ачана ҫемьесене вырнаҫтарнӑ тата урӑх муниципалитетсенчи 11 тӑлӑх ачана пирӗн округра ҫемье ӑшши парнеленӗ. 

Опекӑпа попечительлӗх сферинче ӗҫлеме професси пӗлӗвӗ ҫеҫ мар, кӑмӑл ҫирӗплӗхӗ те, ҫын нушине ӑнланма пӗлни те кирлӗ. «Эпир ачасемшӗн тата вӗсен пуласлӑхӗшӗн ӗҫлетпӗр. Ҫавӑнпа та пирӗн саккунсене ҫеҫ мар, усрав ҫемьесен психологине, ачасемпе ҫамрӑксен уйрӑмлӑхӗсене пӗлмелле. Ҫак пӗлӳ ачан шӑпи ҫине те витӗм кӳрет», — палӑртать Татьяна Николаевна.

Нумай вӑхӑт ҫул ҫитменнисен прависене хӳтӗлес, тӑлӑх тата ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ачасене пулӑшас енӗпе тӑрӑшнӑшӑн Татьяна Галзановӑна ЧР Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин, РФ Вӗренӳ тата ӑслӑлӑх министерствин Хисеп грамотисемпе чысланӑ. Кӑҫал вӑл «Раҫҫей Федерацийӗн ачасене тата ҫамрӑксене воспитани парас сферӑри хисеплӗ ӗҫченӗ» ята та тивӗҫнӗ.

«Темӗнле лару-тӑрура та пуҫпа шутламалла, туйӑмсене парӑнмалла мар. Ҫак сӗнӳпе эпӗ яланах пурнӑҫра усӑ куратӑп: эсӗ хӑвна хӑв та пулӑшаймастӑн пулсан, эппин никама та пулӑшаймастӑн. Ҫак йӗркене пӑхӑнни мана ку профессире малалла ӗҫлеме май парать те», — пӗтӗмлетет калаҫӑва Татьяна Николаевна.

Наталья МЕДВЕДЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *