Пятница, 25 октября

Шар курнисене аса илнӗ

Шар курнисене аса илнӗ

Аса илтеретпӗр, ун чухне террористсем шкула ярса илсе 1200 ҫынна унта вӑйпа тытса тӑнӑ. Теракта пула 334 ҫын вилнӗ, вӗсенчен 186-шӗ — ачасем. Унтанпа сентябрӗн 3-мӗшӗнче террористсенчен шар курнисене асӑнса тӗрлӗ мероприятисем ирттереҫҫӗ.

Комсомольскинче те ҫак кунсенче «Свеча памяти» акци ирттернӗ. Унта ҫитӗннисемпе пӗрле ачасем те хутшӑннӑ.

Администрацин тата округри библиотекӑсен ӗҫченӗсем «Беслан.Помним» флешмоб йӗркеленӗ. 

Ҫавӑн пекех округри библиотекӑсенче, шкулсенче терроризм темипе калаҫусем, асӑну сехечӗсем ирттернӗ. Ачасене терроризмран сыхланас тесен мӗн тумалли ҫинчен каласа панӑ, хӑрушсӑрлӑх мерисене аса илнӗ.  

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *