Вторник, 22 октября

Пултаруллӑ педагогсене чысланӑ

Пултаруллӑ педагогсене чысланӑ

Ҫуллахи виҫӗ уйӑх сисӗнмесӗрех иртрӗ, ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланиччен шутлӑ кунсем юлчӗҫ.  Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, август уйӑхӗн юлашки кунӗсенче округри шкулсенче, ача сачӗсенче вӑй хуракансем пӗрле пуҫтарӑнса иртнӗ вӗренӳ ҫулӗнче туса ирттернӗ ӗҫсене пӗтӗмлетеҫҫӗ, малашнехи плансене палӑртаҫҫӗ. Кӑҫал ҫакӑн пек мероприяти августӑн 28-мӗшӗнче районти культура ҫуртӗнче иртнӗ.

Педагогсен конференцине муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, депутатсен округри пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, Чӑваш республика вӗренӳ институчӗн проректорӗ Инесса Ядранская, округри вӗренӳ учрежденийӗсен ертӳҫисем, шкулсен, хушма вӗренӳ учрежденийӗсен педагогӗсем, ача сачӗсен ӗҫченӗсем йышлӑн хутшӑннӑ. Чи малтанах пуҫтарӑннисем фойере вырнаҫтарнӑ куравпа паллашнӑ. Комсомольскинчи ӳнер шкулӗнче вӗренекенсен картинисем, Урмаелӗнчи «Лейсан» ача садӗнчи агролабораторире  ачасем ҫитӗнтернӗ ӳсентӑрансем, Хырхӗрри тӗп шкулӗнче вӗренекенсем технологи урокӗнче ӑсталанӑ тӗрлӗ инструментсем тата ытти экспозицисем пурне те тыткӑнланӑ.

Мероприятие уҫса муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин пурне те ҫывхарса килекен Пӗлӳ кунӗ ячӗпе саламланӑ, иртнӗ вӗренӳ ҫулӗнче пысӑк пултарулӑхпа палӑрнӑ педагогсене наградӑсем панӑ. Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкул директорне Светлана Антоновӑна, Шурут вӑтам шкулӗн физкультура учительне Владимир Гаврилова, Урмаел вӑтам шкулӗн акӑлчан чӗлхин учительне Алсу Фаткуллинана, Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн математикӑпа физика учительне Нина Совинана «РФ вӗренӳ сферин хисеплӗ ӗҫченӗ» ята панӑ. Округ администрацийӗн вӗренӳ пайӗн тӗп специалист-экспертне Татьяна Галзановӑна «РФ ачасемпе ҫамрӑксен воспитани сферин хисеплӗ ӗҫченӗ» ята парса чысланӑ. Шурут вӑтам шкулӗн воспитателӗ Елена Кузьмина, Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн вырӑс чӗлхипе литература вӗрентекенӗ Лариса Хораськина, Чӗчкен тӗп шкулӗн физкультура учителӗ Илнур Мухаметшин Комсомольски муниципаллӑ округӗн Хисеп грамотине тивӗҫнӗ. Ҫавӑн пекех округ аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тата ытти ҫитӗнӳ-семшӗн Хырхӗрри тӗп шкулӗн директорне Юрий Алексеева, Урмаел вӑтам шкулӗн кӗҫӗн классен вӗрентекенне Альмира Рахимзяновӑна «Комсомольски округне туса хунӑранпа 85 ҫул» медальпе наградӑланӑ. 

Администрацин социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ — вӗренӳ пайӗн начальникӗ Наталия Комиссарова округра вӗренӳ тытӑмӗ мӗнлерех аталанни ҫинчен тӗплӗн доклад туса панӑ.

Чӑваш республика вӗренӳ институчӗн проректорӗ Инесса Ядранская та пуҫтарӑннисене ҫывхарса килекен Пӗлӳ кунӗпе саламланӑ, ҫитес вӗренӳ ҫулӗнче ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума суннӑ. «Колосок» ача сачӗн учитель-логопедне Зиля Низамовӑна, Асанкасси вӑтам шкулӗн кӗҫӗн классен вӗрентекенне Оксана Копташкинана, Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн географи учительне Светлана Красновӑна, Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн акӑлчан чӗлхин учительне Надежда Львовӑна ЧР Вӗренӳ министерствин Хисеп грамотипе наградӑланӑ.

Депутатсен округри пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева та саламсем ҫумне хутшӑнса педагогсене ӑнӑҫу, чӑтӑмлӑхпа тӑрӑшулӑх суннӑ.

Ҫулсерен ҫуллахи вӑхӑтра вӗренӳ учрежденийӗсем ачасене кӗтсе илме мӗнле хатӗрленнине ятарлӑ комисси тӗрӗслет. Унӑн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх тӗрлӗ номинацисенче ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ. «Хӑтлӑхпа тирпейлӗх шкулӗ» номинацире Александровка вӑтам, Хырхӗрри тӗп тата Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗсене; «Чи лайӑх спортпа сывлӑх территорийӗ» номинацире «Кӗтне» спорт шкулне, Комсомольски 1-мӗш тата Шурут вӑтам шкулӗсене, «Лейсан» ача садне; «Хуҫалла ӑслайшӑн» номинацире Хырай Ӗнел, Нӗркеҫ, Асанкасси вӑтам шкулӗсене тата «Колосок» ача садне; «Территорине тирпей-илем кӗртни» номинацире Хирти Явӑш, Тукай Мишер, Урмаел вӑтам шкулӗсене, «Радуга» ача садне; «Вӗренӗве валли пӳлӗмсен хатӗрлӗхӗ» номинацире Ача-пӑча искусство шкулне, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел тата Хирти Мӑнтӑр вӑтам шкулӗсене; «Хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтересси» номинацире Чӗчкен тӗп, Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗсене тата «Рябинушка» ача садне; «Пуласлӑха талпӑнакан шкул» номинацире Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулне чысланӑ.

Кӑҫал сентябрӗн 1-мӗшӗ вырсарникуна лекнӗрен, Пӗлӳ кунне сентябрӗн 2-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.

Наталья Калашникова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *