Вторник, 22 октября

Паттӑрсен йышӗ хутшӑннӑ

Паттӑрсен йышӗ хутшӑннӑ

Пирӗн ентешсем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнса медальсене тивӗҫни ҫинчен хаҫатӑн иртнӗ номерӗсенче ҫырса пӗлтернӗччӗ. Халӗ вара паттӑрсен йышӗ тата та пуянланчӗ. Пӗр территори уйрӑмӗнче тӳрех икӗ салтак хӑюлӑхпа палӑрса наградӑна тивӗҫнӗ.

Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел ялӗнчи Павел Орешкин тата Аслӑ Ҫӗрпӳел ялӗнчи Сергей Артемьев фронта тухса кайнӑранпа икӗ ҫул. Ҫак кунсенче вӗсене ҫапӑҫури хастарлӑхшӑн, паттӑрлӑхшӑн Жуков медальне парса чысланӑ. Ку наградӑна Тӑван ҫӗршыва тата РФ патшалӑх интересӗсене хӳтӗлесе хӑюлӑх кӑтартнисене тата ҫар хатӗрленӗвӗнче уйрӑмах пысӑк ҫитӗнӳсем тунисене кӑна параҫҫӗ.

Каҫал тӑрӑхӗ ҫакӑн пек маттур та пултаруллӑ ывӑлӗсемпе пуян пулни савӑнтарать. Ентешсемпе мухтанатпӑр, мӑнаҫланатпӑр, малашне те тӑван округ, республика чысне ҫӳлте тытма сунатпӑр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *