Вторник, 22 октября

Шкула пуҫтарӑнма пулӑшаҫҫӗ

Шкула пуҫтарӑнма пулӑшаҫҫӗ

Хальхи вӑхӑтра ачана шкула яма чылай тӑкакланма тивет. Ҫемьере нумай шкул ачи пулсан вара ку ӗҫ тата та йывӑрланать. Ҫавна май республикӑра, ҫав шутра пирӗн округра та «Вӗренме кайма пулӑш» акци ирттереҫҫӗ. Ун вӑхӑтӗнче нумай ача ҫитӗнтерекен сахал тупӑшлӑ ҫемьесене пулӑшу пама тӑрӑшаҫҫӗ.

Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Василий Кокарев, «Единая Россия» партин секретарӗ Людмила Макарова тата Комсомольски территори уйрӑмӗн начальникӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Елена Зайкова «Вӗренме кайма пулӑш» акцие хутшӑнса нумай ачаллӑ ҫемьене шкула кайма кирлӗ япаласем, канцеляри таварӗсем туянса панӑ.

Ку акци август вӗҫленичченех пырать. Ун вӑхӑтӗнче социаллӑ хӑрушлӑхри ҫемьесене пырса ачасем шкула кайма хатӗррине хак параҫҫӗ. Енчен те ҫемьере ку енӗпе йывӑрлӑхсем пур пулсан, мӗн кирлине туянма пулӑшаҫҫӗ. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *