Вторник, 22 октября

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗр

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗр

Ҫуллахи вӑхӑтра ҫулсерен шкулсемпе ача сачӗсене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗррине тӗрӗслеҫҫӗ. Кӑҫал та июлӗн 2-мӗшӗнчен пуҫласа августӑн 8-мӗшӗччен ятарлӑ комисси ҫак ӗҫе пурнӑҫласа 16 шкулти, 4 ача садӗнчи тата 2 хушма вӗренӳ учрежденийӗнчи лару-тӑрӑва хакланӑ.

Кӑҫалхи сентябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне округри 22 вӗренӳ учрежденийӗн пурӗ 2500 шкул ачине тата шкул ҫулне ҫитмен 700  ачана йышӑнма хатӗр пулмалла. Ҫавна май вӗренӳ учрежденийӗсен коллективӗсем пысӑк ӗҫ пурнӑҫланӑ% классене тата ытти пӳлӗмсене юсаса илемлетнӗ, ҫывӑхри территорисене тирпей-илем кӗртнӗ.

Вӗренӳ учрежденийӗн хатӗрлӗхне хак панӑ чухне комисси членӗсем терроризмран хӳтӗленессине тата пушар хӑрушсӑрлӑхне мӗнле йӗркелени, пурлӑхпа техника бази тата ытти хӑш-пӗр пӗлтерӗшлӗ енсем ҫине те тимлӗх уйӑрнӑ.

Тӗрӗслевӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх ҫакӑ паллӑ. Кашни шкултах видеосӑнав, металлодетекторсем, турникетсем, шлагбаумсем пур. Комсомольски 1-мӗш тата Александровка вӑтам шкулӗсенче домофон та вырнаҫтарнӑ.

Асанкасси, Шурут тата Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗсенче пушар сигнализацийӗн тытӑмне тӗпрен улӑштарнӑ. Ҫакна пурнӑҫлама республика бюджетӗнчен 6,5 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ пулнӑ. Паянхи кун тӗлне ку ӗҫсене пӗтӗмпех вӗҫленӗ.

Чӗчкен тӗп шкулӗнче капиталлӑ юсав ӗҫӗсем ирттернӗ. Кӑҫалтан пуҫласа кунта 17 вырӑнлӑх ача сачӗ ӗҫлӗ.

Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче ачасен апатланӑвне мӗнле йӗркелени ҫине те пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ. Пӗлтӗрхи пекех, ку ӗҫ «Комбинат питания» ООО урлӑ пурнӑҫланӗ. Хӑш-пӗр столовӑйсенче технологи хатӗр-хӗтӗрӗсем кивелни куҫкӗрет. Вӗсене тӗпрен ҫӗнетме нумай укҫа-тенкӗ кирлӗ.

Транспорт хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтересси те чи пысӑк пӗлтерӗшлӗ ыйтусенчен пӗри. Паянхи кун округри вӗренӳ учрежденийӗсенче 18 шкул автобусӗпе усӑ кураҫҫӗ, 30 ытла ялтан ачасене турттараҫҫӗ. Вӗсене пурне те кирлӗ хатӗрсемпе тивӗҫтернӗ, пур автобус та сентябрӗн 1-мӗшӗнчен ҫула тухма хатӗр.

Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче тӗрлӗ ҫивӗч ыйтусем ҫиеле тухнӑ. Сӑмахран, чылай вӗренӳ учрежденийӗн ҫурчӗсем кивелнӗ, вӗсенче капиталлӑ юсав ӗҫӗсем пачах та ирттермен. Ҫакӑн ҫине ҫывӑх вӑхӑтра тимлӗх уйӑрмаллах.

Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ вак-тӗвек ҫитменлӗхсене ҫийӗнчех тӳрлетнӗ. Комисси округри пур вӗренӳ учрежденийӗ те ачасене кӗтсе илме хатӗррине палӑртнӑ.

Николай РОМАНОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *