Вторник, 22 октября

Паттӑр ячӗпе турнир

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнса пирӗн ҫӗршывӑн пуласлӑхӗшӗн пуҫӗсене хунӑ ентешсене асра тытса тӑрасси — пирӗн тивӗҫ. Ҫак кунсенче паттӑррӑн пуҫне хунӑ Димитрий Степанова асӑнса Асанкассинче волейбол турнирӗ ирттернӗ. Кӑҫалхипе вӑл виҫҫӗмӗш хут пулнӑ.

Мероприятие уҫса муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Альберт Кузьмин сӑмах каланӑ, паттӑрсене яланах асра тытмаллине палӑртнӑ, командӑсене ӑнӑҫу суннӑ.

Турнира волейбол вӑййине юратакансем   йышлӑн пуҫтарӑннӑ. Пурӗ 6 команда ӑмӑртӑва хутшӑнса пултарулӑхне кӑтартса панӑ, хӗрӳ тупӑшура ҫӗнтерӳ патне ӑнтӑлнӑ. Куракансем волейболистсене вӑйӑ тӑршшӗпех хавхалантарса пынӑ. 

Шупашкартан килнӗ спортсменсен «Вымпел» команди пысӑк ӑсталӑх кӑтартса турнирӑн ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ. Пьедесталӑн иккӗмӗш картлашкине «Старые Высли» команда йышӑннӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта вара — «Асаново» команда.

Мала тухнӑ командӑсем грамотӑсене тата медальсене тивӗҫнӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *