Четверг, 19 сентября

Вӑхӑтра пулӑшу пани хаклӑ

Вӑхӑтра пулӑшу пани хаклӑ

Йывӑр вӑхӑтра ҫӗршывпа тата халӑхпа пӗрле пулни, фронтри салтаксем ҫинчен манманни, вӑй ҫитернӗ таран пулӑшма тӑрӑшни — шӑпах ҫакӑ ӗнтӗ вӑл Тӑван ҫӗршыва юратни. Паянхи кун, тӑвансем, пӗлӗшсем тата пин-пин палламан ентешсем Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗнче хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑ вӑхӑтра, вӗсене пулӑшасси — пирӗн тивӗҫ.

Округ ҫыннисемшӗн патриотлӑх тени пушӑ сӑмах мар. Тӗрлӗ ялсенче пурӑнакансем салтаксем валли маскировка тетелӗсем ҫыхас ӗҫе активлӑн хутшӑнаҫҫӗ. Акӑ, ҫак кунсенче Хырай Ӗнел хастарӗсем черетлӗ 62-мӗш маскировка тетелне ҫыхса пӗтерни ҫинчен хыпар ҫитрӗ. Кӑҫал округшӑн юбилейлӑ ҫул пулнине кура вӗсем ҫулталӑк вӗҫлениччен 85 тетел ҫыхса ятарлӑ ҫар операцийӗнчи ентешсем патне ярса парасшӑн.

Округра пурӑнакансем салтаксене валли гуманитари пулӑшӑвӗ те час-часах ӑсатаҫҫӗ. Ял ҫыннисем ярса панӑ апат-ҫимӗҫ, гигиена хатӗрӗсем, куллен усӑ курмалли япаласем тата ытти те питӗ вырӑнлӑ пулнине палӑртаҫҫӗ ҫар ҫыннисем, вӗсене чӗререн тав тӑваҫҫӗ.

Юлашки вӑхӑтра Курск облаҫӗнче йывӑр лару-тӑру пулнине кура ентешсем унта шар курнисене валли те пулӑшу хатӗрлеҫҫӗ. Апат-ҫимӗҫ, ӑшӑ япаласем, утиялсем, ача япалисем тата ытти те пырса паракансем йышлӑ. Ку ӗҫе ачасем те хутшӑнаҫҫӗ. Акӑ, августӑн 13-мӗшӗнче Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем тата ӗҫлекен ҫамрӑксем округ пуҫлӑхӗн советникӗ ертсе пынипе  «Чебдобро» ыр кӑмӑллӑх организацийӗн Комсомольскинчи уйрӑмӗнче пуҫтарнӑ гуманитари пулӑшӑвне Курск облаҫӗнче шар курнисем патне тиесе янӑ. Ку ӗҫ малалла пырать. Гуманитари пулӑшӑвне ҫак адреспа: Комсомольски ялӗ, Канаш урамӗ, 22-мӗш ҫурт кашниех пырса пама пултарать.

Наталья Калашникова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *