Четверг, 19 сентября

Пӗрле пуҫтарӑнса калаҫни паха

Пӗрле пуҫтарӑнса калаҫни паха

Августӑн 12-мӗшӗнче округра пурӑнакан, хӑй вӑхӑтӗнче сывлӑш ҫар вӑйӗсенче службӑра тӑнӑ ветерансем пӗрле пуҫтарӑнчӗҫ.

Малтанах вӗсемпе округ администрацийӗн ларусем ирттермелли залӗнче округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин тӗл пулчӗ.  Вӑл ҫамрӑксене патриотизмла воспитани парас енӗпе  ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пынӑшӑн В.А.Абрамова, С.К. Батюкова, 92 ҫула ҫитнӗ А.С.Кокорева, В.Б.Тихонова, В.А.Егорова, А.П.Дикина, О.Л.Токмакова, О.В.Волкова, Г.И.Свистунова тӗрлӗ шайри наградӑсем пачӗ.

Ун хыҫҫӑн ветерансем Александровка тӑрӑхне  ҫитрӗҫ. Унта вӗсем Н.Будаков тата Н.Ефименко  летчиксене асӑнса лартнӑ монументсем умне чечек кӑшӑлӗсем хучӗҫ. Александровка территори  уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Л.А.Полякова вӗсене пархатарлӑ ӗҫ тунӑшӑн тав турӗ, ҫапӑҫу хирӗнче пуҫ хунисене ӗмӗрӗпех асра тытмаллине пӗлтерчӗ.

Шкул ачисем, культура ӗҫченӗсем сывлӑш ҫар вӑйӗсенче тӑнисене хаваслӑ кӑмӑл парнелесе юрӑсем шӑрантарчӗҫ. Пӗрле пуҫтарӑнса иртнине аса илни, паттӑрсене асӑнни паха.

Сергей Батюков,

округри сывлӑш ҫар вӑйӗсен ветеранӗсен совечӗн председателӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *