Четверг, 19 сентября

Спорт сывлӑха ҫирӗплетет, ҫитӗнӳсем тума хавхалантарать

Спорт сывлӑха ҫирӗплетет, ҫитӗнӳсем тума хавхалантарать

Пирӗн округра сывӑ пурнӑҫ  йӗркине тытса пыракансем сахал мар. Вӗсем ялти, округри, республикӑри, Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртусене  хутшӑнаҫҫӗ, япӑх мар кӑтартусем тӑваҫҫӗ.

Кӑҫал ирӗклӗ майпа кӗрешекен Е.Давыдов, Д.Чумаков, Д.Маргиданов, А.Зейнетдинов тата ытти кӗрешӳҫӗсем хӑйсен виҫе категорийӗсенче ӑмӑртса  республика шайӗнче пӗрре мар малти вырӑна тухрӗҫ. Патӑрьелӗнчи 14—15 ҫулхи арҫын ачасемпе хӗр ачасем хушшинче армрестлинг енӗпе  иртнӗ ӑмӑртура пирӗн округ команди 2-мӗш вырӑн йышӑнчӗ. А.Сафиуллинпа И.Шакуров хӑйсен  виҫе категорийӗсемпе чемпионсем  пулчӗҫ. Пирӗн округри футболистсен «Исток» команди республикӑри 2-мӗш лигӑра  ӑмӑртса малти вырӑн йышӑнчӗ. Волейболистсен «Кубня» команди те регион шайӗнче палӑрчӗ.

ГТО нормативӗсене пурнӑҫлас енӗпе 2023 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсемпе респуб- ликӑра пирӗн округӑн пӗрремӗш кӑтарту пулнӑ. Ку енӗпе халӗ те япӑх мар ӗҫлетпӗр. Шкул ачисем анчах мар, ӗҫ коллективӗсем   те  спорт  хӑнӑхтарӑвӗсем тума ҫӳреҫҫӗ, ГТО нормисене параҫҫӗ.

Ҫулталӑкра тӗрлӗ спорт енӗсемпе нумай ӑмӑрту ирттеретпӗр.  Йӗлтӗр спорчӗпе Олимп чемпионне В.Воронкова, СССР чемпионкине В.Черновӑна халалланӑ ӑмӑртусем, «Лыжня России» тупӑшу округра пурӑнакан спорт тусӗсене йышлӑн пуҫтараҫҫӗ. Пирӗн тӑрӑхри пултаруллӑ йӗлтӗрҫӗсем  Киров облаҫӗнче иртекен ӑмӑртӑва ҫулсерен хутшӑнаҫҫӗ. Кӑҫал, акӑ, хӑйсен ӳсӗмӗсенче З.Тимаев 2-мӗш, Н.Ятманов  3-мӗш вырӑнсем йышӑннӑ. В.Калашников, В.Лаврушкин та республика тулашӗнчи ӑмӑртусенче лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ.

Округри спортсменсем тата ытти спорт енӗсемпе республика шайӗнчи ӑмӑртусенче малти вырӑнсем йышӑнаҫҫӗ. Вырӑнта тӑтӑшах ӑмӑртусем йӗркелени пултаруллисене, вӑйлисене тупса палӑртма пулӑшать.

Волейбол енӗпе Ф.Мамуткина, ЧР чемпионкине Е.Петрейкинӑна тата ытти паллӑ ҫынсене асӑнса  турнирсем йӗркелесси йӑлана кӗнӗ. Ялсенче те вырӑнти ҫамрӑксен пуҫарӑвӗсемпе мини-футбол тата ытти спорт енӗсемпе ӑмӑртусем иртеҫҫӗ. Асанкассинче Совет Союзӗн Геройне  Ф.Чернова  асӑнса ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен ӑмӑртӑвӗ те ҫулсерен пулать. Округра тата ытти паллӑ ҫынсене асӑнса тӗрлӗ спорт енӗсемпе ӑмӑрту йӗркелеҫҫӗ. Вӗсене пурне те асӑнса та  пӗтереймӗн.

Чи пӗлтерӗшли — вӗсем халӑха спорт енне туртӑнма пулӑшчӗр. 

Ҫамрӑксене спортпа туслашма хавхалантарса  пырас енӗпе хастар ӗҫлекенсене палӑртса хӑварас килет. Кӑҫал вӗрентӳ учрежденийӗсенчен  Аслӑ Чурачӑк  (вӗрентекенӗ В.И.Плешков), Комсомольски 2-мӗш (А.А.Тихонов), Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел (Р.В.Сапожникова) вӑтам, Чӗчкен (И.К.Мухаметшин) тӗп шкулӗсенче вӗренекенсем лайӑх кӑтартусемпе палӑрчӗҫ.

Округра массӑллӑ спорта аталантарас енӗпе нумай ӗҫленӗ ҫынсем те чылай. В.В. Белкова, Н.Н.Ятманова, Г.Н.Петухова, Н.В.Краснова, В.С.Гладкова, Е.А.Тихонова, В.Н.Краснова район 85 ҫул тултарнӑ ятпа кӑларнӑ юбилей медалӗпе наградӑланӑ.

Спорт ветеранӗ В.И.Пундяков округра иртекен пӗр спорт мероприятийӗнчен те юлмасть. Юлмасть ҫеҫ мар, аслӑ ӳсӗмри ҫынсене ытларах хусканусем тума, спорт мероприятийӗсене хутшӑнма хавхалантарса пырать. Пирӗн округри ветерансем «За активное долголетие»  спартакиадӑна  хастар хутшӑнаҫҫӗ. Кунта уйрӑмах Шурут ялӗнчи Гавриловсене, Александровкӑри  Волковсене, Комсомольскинчи Елена Васильевӑпа Алексей Самаркина палӑртса хӑвармалла. Ку мероприятие  хутшӑнакан ытти ҫынсем те тав сӑмахне тивӗҫлӗ.

Округра пурӑнакансене, уйрӑмах сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыракансене, массӑллӑ спорта аталантарас енӗпе тӑрӑшакан вӗрентекенсемпе тренерсене, ветерансене Физкультурник  кунӗ ячӗпе саламлатӑп. Ҫирӗп сывлӑх суннипе пӗрлех пурнӑҫра та, спортра та ӑнӑҫусем пулччӑр.

Валерий Денисов,

«Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн директорӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлаканӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *