Четверг, 19 сентября

Пӗр-пӗрне хисеплесе, килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ

Аллӑ ҫул пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ Комсомольски ялӗнчи  Мария Васильевнӑпа  Александр Сергеевич Тихоновсем. Ҫур ӗмӗр хушшинче темӗнле лару-тӑру та пулнӑ пулӗ. Пӗр-пӗрне ӑнланни, йывӑр вӑхӑтра ӗҫпе те, ӑшӑ сӑмахпа та пулӑшса пыни ҫемье ӑшшине упраса пыма май панӑ.

Ҫӗнӗ Шӑхран каччи Александр  хӑйӗнрен кӗҫӗнрех хӗре, Виҫпӳртрен ҫӳрекен Мария Петровӑна Комсомольски вӑтам шкулӗнчех асӑрханӑ. Унпа паллашса туслашнӑ. 1974 ҫулта мӑшӑрланса вӗсем ҫемье чӑмӑртанӑ. Комсомольскинче ҫӗнӗ ҫурт ҫӗкленӗ, хуралтӑсем ҫавӑрнӑ.

Александр Сергеевич вӑтам шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн Ҫӗрпӳри ял хуҫалӑх техникумне вӗренме кӗнӗ. Унтанах ӑна Совет ҫарне илнӗ. Сыктывкарта службӑра пулнӑ. 1973 ҫулта Ленин ячӗллӗ колхозра инженер-механикра ӗҫлеме пуҫланӑ. «Комсомольский» совхоз туса хурсан ӑна управляющине ҫирӗплетнӗ. 1975—1985 ҫулсенче кунта строительствӑн пысӑк ӗҫӗсем пынӑ. Мӑйракаллӑ шултра выльӑх комплексӗ тунӑ ҫӗре пӗтӗм  район хутшӑннӑ. Александр Сергеевич иртен пуҫласа каҫченех ӗҫре пулнӑ. Пултарулӑхне кура ӑна профком председательне те ҫирӗплетеҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтсенчех вӑл Шупашкарти ял хуҫалӑх институтӗнче куҫӑмсӑр майпа вӗреннӗ.

1991 ҫулта А.Тихонова Комсомольски ял администрацийӗн пуҫлӑхне  суйлаҫҫӗ. Унта вӑл ҫӗршыври  экономикӑн чи кӑткӑс вӑхӑчӗсенче, рынок экономикине куҫса пынӑ тапхӑрсенче тӑрӑшнӑ. Магазинсенче талон системи, ҫӗрсене пайласси тата ытти реформӑсем пулса иртнӗ. Ял администрацине ҫынсем кунсерен вуншар ыйтупа пынӑ. Александр Сергеевич вӗсене йышӑнса йывӑрлӑхсене татса пама  тӑрӑшнӑ. Ку ӗҫре вӑл 1999 ҫулччен вӑй хунӑ. Каярахпа вӑл «Агрокабель» ОООра экспедиторта, Комсомольски ял вӑрман хуҫалӑхӗн мастерӗнче, «Межа» ООО директорӗнче, «Одно окно» ООО специалистӗнче, директорӗнче ӗҫленӗ. Кирек  ӑҫта пулсан та вӑл хӑйне шаннӑ ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланипе палӑрса тӑнӑ. Хастар ӗҫшӗн чылай наградӑсене тивӗҫнӗ. Паян та А.Тихонов хӑйне патвар тытать. Килти хуҫалӑхра хурт-хӑмӑр енӗпе ӗҫлет, округӑн обществӑлла пурнӑҫне те хастар хутшӑнма тӑрӑшать.

Мария Васильевна  33 ҫул районти АТСра вӑй хунӑ. Хӑйӗн ӗҫӗнче ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ. Вӑл чылай наградӑсене тивӗҫнӗ. Чи пӗлтерӗшли — мӑшӑрне пур енӗпе те пулӑшса пыракан  юратнӑ та шанчӑклӑ юлташӗ, ҫывӑх ҫынни пулни.

Тихоновсем икӗ хӗр ҫуратса ӳстернӗ, вӗсене тӗрӗс воспитани парса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Халӗ вӗсене 5 мӑнукӗ, 1 мӑнмӑнукӗ савӑнтараҫҫӗ.

«Эпир ӗмӗр тӑршшӗпех пӗр-пӗрне хисеплесе, пулӑшса пурӑннӑ», — теҫҫӗ  Мария Васильевнӑпа Александр Сергеевич. Малашне те ҫапла пултӑрччӗ, пурнӑҫӑрта ӑнӑҫу юнашар ҫӳретӗр.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *