Четверг, 19 сентября

Алла аллӑн-пурӑнаҫҫӗ, пӗрне-пӗри пулӑшса ӗҫлеҫҫӗ

Алла аллӑн-пурӑнаҫҫӗ, пӗрне-пӗри пулӑшса ӗҫлеҫҫӗ

Комсомольскинче пурӑнакан Степановсем пирки суту-илӳ тытӑмӗнчи ҫемье династийӗ теме те пулать пулӗ. Ҫӗнӗ Сӗнтӗрте ҫуралса ӳснӗ Иван Михайловичӑн ашшӗ Михаил Максимович Степанов та райпо системинче тӑрӑшнӑ. Комсомольскинче кун ҫутине килнӗ  Татьянӑн амӑшӗ Клавдия Степановна  Иванова Комсомольскинчи Ҫӑкӑр заводӗнче ӗмӗр тӑршшӗпех ӗҫленӗ. Вӗсен ӗҫне ачисем малалла тӑсса пырса ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ. Ку статьяра шӑпах вӗсем пирки сӑмах пырӗ.

40 ҫул ытла пӗр-пӗрне юратса, килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ Татьяна Алексеевнӑпа Иван Михайлович Степановсем. Иккӗшӗ те ӗмӗр тӑршшӗпех районти суту-илӳ тытӑмӗнче тӑрӑшаҫҫӗ. 1983 ҫулта вӗсем пӗр ҫемьене пӗрлешнӗ. Вӑл вӑхӑтра каччӑпа хӗр райпора ӗҫленӗ. Кунтах паллашса пӗр-пӗрне кӑмӑлланӑ. Пурнӑҫ ҫулӗ те, ӗҫ-хӗлӗ те вӗсене  малашне пӗр ҫулпа  илсе пынӑ. Степановсем икӗ ывӑл пӑхса ҫитӗнтернӗ, пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Халӗ мӑнукӗсемпе савӑнаҫҫӗ.

Ҫӗнӗ Сӗнтӗр ачи Иван Степанов ҫара кайичченех Комсомольскинчи сӑра тата тутлӑ шывсем туса кӑларакан заводра ӗҫленӗ. Кайран ДОСААФӑн курсӗнче вӗренсе  водитель правине илнӗ. Службӑра Монголи Республикинче пулнӑ. Салтакран таврӑнсан, 1980 ҫулта райпона водителе вырнаҫнӑ. Вӑл Ҫӑкӑр заводӗнчен ялсене ҫӑкӑр турттарнӑ. «Ҫулсем япӑхчӗ, ҫуркунне-кӗркунне путса ларнисем те пулнӑ. Ҫапах та кашни кунах район ҫыннисене ҫак продукципе тивӗҫтерме тӑрӑшнӑ», — аса илет Иван Михайлович.

Каярахпа И.Степанова фургонлӑ  ГАЗ-53 автомашина шанса параҫҫӗ. Унпа вӑл ялсенчи лавккасене тӗрлӗ тавар кӳрсе килнипе пӗрлех тӗрлӗ хуласене ҫитсе килнӗ. Вӗсенчен халӑха кирлӗ япаласем турттарса ҫитернӗ. Вырма вӑхӑтӗнче колхозсен йӗтемӗсем, хирӗсем тӑрӑх буфет-лавкка пек тӗрлӗ продукци сутма ҫӳренӗ. 1990 ҫулсенче уйрӑмах йывӑр килнине палӑртать вӑл. Таварсем илме инҫе ҫулсене тӑтӑшах тухма тивнӗ. Хӑрушлӑхӗ те пулнӑ. Вӑл ҫулсенче рэкет хуҫаланнӑ. Мускавра, Саратовра, Пензӑра тата ытти хуласенче пулнӑ. Хӑйӗн хӑюлӑхӗпе ҫаврӑнӑҫулӑхне пула кирлӗ таварсене вӑхӑтра илсе килнӗ.

Ӗҫленӗ вӑхӑтрах вӑл Шупашкарти кооператив техникумне, каярахпа институтне пӗтернӗ. 1999 ҫулта вӑл райпо председательне Е.И.Карпеева пӗр пушӑ ларакан пӳлӗмре техникӑн  запас пайӗсене сутмалли магазин уҫасси пирки сӗнӳ парать.  Вӑл ҫулсенче автомашинӑсен шучӗ районта ӳснӗ, вансан кирлӗ детальсем вырӑнтах тупма май килни пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. И.Степанов  автомашинӑсем кӑларакан заводсемпе тӳрӗ ҫыхӑнусем йӗркелет.

Ҫакӑ районта техника тытакан уйрӑм ҫынсене запас пайсемпе тивӗҫтерме май парать.

2014 ҫулта ӑна Комсомольскинчи хуҫалӑх таварӗсем сутакан магазин заведующийӗ пулма ҫирӗплетеҫҫӗ. Иван Михайлович таварсен ассортименчӗ пуянлантӑр тесе нумай тӑрӑшать.Чӑннипех те паян «Хозмага» кӗрсен йӑлара усӑ куракан куллен кирлӗ пур тавара та туянма пулать. Савӑт-сапа та, сӑрӑсем те, пахчара усӑ курмалли япаласем те, строительство  материалӗсем те…

Ахальтен мар ӗнтӗ И.Степанов 2023 ҫулта Чӑвашпотребсоюз йӗркеленӗ конкурсра  1-мӗш ҫур ҫулта  «Чи лайӑх сутуҫӑ» ята тивӗҫнӗ. Иртнӗ ҫул  ӑна Чӑваш Республикин Экономика тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви суту-илӳре нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн Хисеп грамоти парса чысланӑ. Унӑн «Центросоюз. 190 лет Потребительской кооперации России» медаль та пур.

Ҫемье «вучахне» ӑшӑтса тӑраканӗ, мӑшӑрне хавхалантарса вӑй параканӗ, паллах, Татьяна Алексеевна. Вӑл килте ҫеҫ мар, ӗҫре те яланах юнашар. Шупашкарти коопераци училищине пӗтернӗскер Иван Михайловича яланах пулӑшса пырать. Суту-илӳре тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн вӑл та чылай наградӑсене тивӗҫнӗ.

Округра тӗрлӗ отрасльсенче ҫемьепе ӗҫлесе ырӑ ят ҫӗнсе илнисем сахал мар.  Кӑҫал Раҫҫейре ҫемье ҫулталӑкӗ пулнӑ май ялсенчен те хыпарсем кӗтетпӗр. Хыпарлӑр, ҫырса пӗлтерӗр. Вӗсем ӳсекен ӑрушӑн тӗслӗх пулса тӑччӑр.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *