Пятница, 18 октября

Ҫыхӑнӑва малалла аталантармалла

Ҫыхӑнӑва малалла аталантармалла

Нумаях пулмасть Чӑваш Ен делегацийӗ Беларусь Республикинче ӗҫлӗ ҫул ҫӳревпе пулни ҫинчен ҫырса пӗлтернӗччӗ. Ку визитӑн тӗллевӗ — ҫак ҫӗршывпа тӗрлӗ енлӗ ҫыхӑнӑва аталантарасси. Пӗлтӗр икӗ енлӗ суту-илӳ калӑпӑшӗ 94,6 миллион долларпа танлашнӑ — малашне ҫак кӑтартӑва тата та ӳстересшӗн. Ҫакна валли никӗс те пур. Беларусь Президенчӗ Александр Лукашенко та ЧР Пуҫлӑхӗпе Олег Николаевпа иртнӗ ӗҫлӗ калаҫура ҫакна ҫирӗплетнӗ.

Пирӗн республикӑна белоруссем туса кӑларакан эмелсем, ҫав шутра ветеринарире усӑ кураканнисем, техника хатӗрӗсем тата ытти тавар кирлӗ. Беларусь Республикин ертӳлӗхӗ вара пирӗн хими таварӗсемпе, хӑмлапа, ҫӑнӑх-кӗрпепе, сухан-севокпа интересленет. Ҫавӑн пекех белоруссем Шупашкарти Травматологипе эндопротезировани тата ортопеди центрӗн, «Куҫ микрохирургийӗн» майӗсемпе усӑ курасшӑн. Пирӗн енчен пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак медицина учрежденийӗсем вӗсене сиплеме йышӑнма хатӗр.

Техника енчен уйрӑмах усӑллӑ ҫыхӑну йӗркелеме планлаҫҫӗ. Чӑваш Ен Белоруссинче туса кӑларакан 153 троллейбуса туянать. Белоруссем пирӗн электротехника продукцийӗпе, тракторсемпе анлӑн усӑ курӗҫ. ,ҫлӗ визит вӑхӑтӗнче виҫӗ килӗшӗве алӑ пуснӑ. Ял хуҫалӑх министерстви «Гомсельмаш» компанипе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлӗ. Канаш хули Осиповичи хулипе тӑванлашнӑ. Виҫҫӗмӗш килӗшӳ пирӗн Инвестици аталанӑвӗн агентстви Белоруссин Инвестици тата приватизаци агентствипе туслӑ ӗҫлессине ҫирӗплетет.

Чӑваш Енпе Беларусь Республики туризм енӗпе те пӗр-пӗринпе туслӑ ҫыхӑну йӗркелесшӗн. Ку ене малалла ӑнӑҫлӑ аталантарсан малашне пирӗн республикӑри шкул ачисем Брест крепоҫӗ патне, Минск хулине, Хатыньри асӑну комплексне экскурсисене кайма пултарӗҫ.  

Ҫавӑн пекех вӗрентӳ, культура енӗпе те ҫыхӑнусем малалла аталанӗҫ — Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ҫулӗсенче Белоруссинче тӑшманпа ҫапӑҫнӑ ентешсен историне тӗпчесси таранах. Белоруссинче хальхи вӑхӑтра 1 пине яхӑн чӑваш пурӑнать, диаспора хастар ӗҫлет — унпа тытакан ҫыхӑнусем те палӑрмаллах анлӑланӗҫ.

Туслӑ ҫыхӑну икӗ еншӗн те усӑллӑ пулни куҫкӗрет. Вӑл экономика аталанӑвӗ, социаллӑ ыйтусене татса парасси ҫине витӗм кӳрӗ.

Наталья КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *