Воскресенье, 6 октября

Акатуй пурне те савӑнтарчӗ

Акатуй пурне те савӑнтарчӗ

Ака-суха ӗҫӗсене вӗҫлесен чӑвашсем кашни ҫулах Акатуй уявӗ ирттернӗ, пурте пӗрле пуҫтарӑнса юрласа-ташласа савӑннӑ, спорт ӑмӑртӑвӗсенче тупӑшнӑ, чи маттур ӗҫченсене чысланӑ. Ҫак ырӑ йӑла паян кунччен те упранса юлнӑ. Иртнӗ шӑматкун ӗҫпе юрӑ тата спорт уявӗ пирӗн округра иртрӗ, Комсомольскинчи вӑрман уҫланкине халӑх йышлӑн пуҫтарӑнса кӑмӑл туличчен савӑнчӗ. Кӑҫал пирӗн района туса хунӑранпа 85 ҫул ҫитнине кура юбилейлӑ мероприяти питӗ анлӑ иртрӗ.

Ҫак кун ирех кунта суту-илӳ вырӑнӗсем ӗҫлеме пуҫларӗҫ, ал ӑстисем хӑйсен ӗҫӗсен куравӗсене вырнаҫтарчӗҫ, тӗрлӗ енлӗ тематика лапамӗсем, ача-пӑча валли аттракционсем уҫӑлчӗҫ. Уява хаклӑ хӑнасем те килсе ҫитрӗҫ, ҫав шутра: муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, ЧР физкультурӑпа спорт министрӗ Василий Петров, ЧР Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Владимир Степанов, Комсомольски муниципаллӑ округӗн депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, Тутарстан Республикинчи Кайпӑҫ район пуҫлӑхӗ Альберт Рахматуллин, муниципаллӑ округсен пуҫлӑхӗсем тата ытти чӗннӗ хӑнасем. Концерт программи пуҫланиччен вӗсем ал ӑстисен ӗҫӗсемпе, тӗрлӗ темӑллӑ площадкӑсемпе, территори уйрӑмӗсем хатӗрленӗ «картишсемпе» интересленсех паллашрӗҫ. Чӑвашсен хӑйне евӗр культурине кӑтартса паракан «картишсенче» хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ, чӑваш халӑх апат-ҫимӗҫӗпе сӑйларӗҫ.  

Округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин пуҫтарӑннисене, уйрӑмах агропромышленноҫ комплексӗнче ӗҫлекенсене, ака ӗҫӗсене ӑнӑҫлӑн вӗҫленӗ ятпа саламларӗ, пуян тухӑҫ илме, пур ӗҫре те ҫитӗнӳсем тума сунчӗ, тӑван ене аталантарма хӑйсен тӳпине хывакан ентешсене чӗререн тав турӗ. Уява килнӗ хаклӑ хӑнасем те пуҫтарӑннисене Акатуй тата Комсомольски районне туса хунӑранпа 85 ҫул ҫитнӗ ятпа ӑшшӑн саламларӗҫ, ырлӑх-сывлӑх, телей, ырӑ кӑмӑл-туйӑм сунчӗҫ. Ӗҫре чи пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ ентешсене ҫӳллӗ шайри наградӑсемпе чысларӗҫ.

Агропромышленноҫ комплексӗн ветеранне Георгий Киргизова тата РФ Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсен генерал-майорне Руслан Феткулина «Комсомольски муниципаллӑ округӗн хисеплӗ гражданинӗ» ята пачӗҫ. Округа аталантарассине пысӑк тӳпе хывнӑ, тӗрлӗ сферӑра тӑрӑшакан ӗҫченсене «Комсомольски округне туса хунӑранпа 85 ҫул» юбилейлӑ медальпе наградӑларӗҫ. Ҫавӑн пекех агропромышленноҫ комплексӗнче вӑй хуракан чылай ӗҫчене нумай ҫул ҫак ӗҫре тӑрӑшнӑшӑн, ҫитӗнӳсем тунӑшӑн тӗрлӗ наградӑсем парса чысларӗҫ.

Малалла сцена ҫине художествӑлла пултарулӑх коллективӗсем, культура ӗҫченӗсем, ача-пӑча пултарулӑх коллективӗсем тата уйрӑм юрӑҫсем тухса хӑйсен юрри-ташшипе уява хаваслӑх кӗртрӗҫ, куракансене лайӑх кӑмӑл парнелерӗҫ.

Акатуй нихӑҫан та спорт ӑмӑртӑвӗсемсӗр иртмест. Кӑмӑл тӑвакансем тӗрлӗ ӑмӑртусене, спорт вӑййисене хаваспах хутшӑнчӗҫ, малти вырӑнсене тухакансем хаклӑ парнесене тивӗҫрӗҫ. Мини-футболла выляса «Тинькофф» команда 1-мӗш вырӑн йышӑнчӗ. «Тукай» тата «Сова» командӑсем иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене пайларӗҫ. Пляж волейболӗнче арҫынсен командисем хушшинче «Урожай» (Шурут ялӗ) командӑна ҫитекенни пулмарӗ. Хӗрарӑмсем хушшинче вара Тӑманлӑ Выҫли ялӗн команди чи маттурри пулчӗ.

Кире пуканӗ йӑтса арҫынсенчен Владимир Калашниковпа Максим Мышкин ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑчӗҫ. Хӗрарӑмсем хушшинче Мария Смирнова тата Ольга Еремеева чи лайӑх кӑтартупа палӑрчӗҫ. Мас-рестлингра Михаил Попов тата Мария Смирнова ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫрӗҫ. Армспортра тӗрлӗ виҫере Аяз Айнетдиновпа Нияз Шакуров чи маттуррисем пулчӗҫ. Хӗрарӑмсем хушшинче ҫак спорт тӗсӗнче Анастасия Латышова тата Мария Смирнова пурне те парӑнтарчӗҫ.

Велоспорт ӑмӑртӑвне хутшӑнас текенсем йышлӑн пулчӗҫ. Ҫакӑ ачасемпе ҫамрӑксем ку спорт тӗсне питӗ кӑмӑлланине кӑтартса парать. Ку енӗпе тӗрлӗ ҫулсенчи ушкӑнсенче Глеб Фомин (Патӑрьел), Степан Едифаков (Патӑрьел), Савелий Киселев (Комсомольски), Кира Кошелева (Шупашкар), Арина Илларионова (Шупашкар), Варвара Шерукова (Шупашкар) 1-мӗш вырӑнсене йышӑнчӗҫ.  

Мӗн авалтан чӑвашсем Акатуйра кӗрешсе вӑй виҫнӗ. Кӑҫал та ҫак ӑмӑртӑва юратакансем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Спортсменсем кӗрешӗвӗн виҫӗ мелӗпе: ирӗклӗ майпа, чӑваш халӑх кӗрешӗвӗ тата тутар-пушкӑрт кӗрешӗвӗ «Корэш» — вӑй виҫрӗҫ. Ирӗклӗ майпа кӗрешсе тӗрлӗ виҫесенче Арсений Адюков (Елчӗк), Самир Галимзянов (Комсомольски), Тимофей Таркин (Асанкасси), Дмитрий Чумаков, Денис Яндров, Константин Данилов, Антон Андреев, Денис Иванов, Евгений Давыдов ҫӗнтерчӗҫ. «Кӗрешӳ» спорт тӗсӗнче Денис Ивановпа Василий Тябуков чи маттуррисем пулчӗҫ. «Корэш» спорт тӗсӗнче Самир Галимзяновпа Булат Галимзянов пьедесталӑн чи ҫӳллӗ картлашкине хӑпарчӗҫ.

Кӗрешӗвӗн виҫӗ тӗсӗнче те чи пултаруллисене кубок тата така парса хавхалантарчӗҫ. Ку чыса Евгений Давыдов, Денис Иванов тата Булат Галимзянов тивӗҫрӗҫ.

Уйрӑмах хӗрӳ тупӑшу ипподромра иртрӗ. Унта хамӑрӑн округри урхамахсем ҫеҫ мар, Патӑрьел округӗнчен, Тутар Республикинчен килнӗ лашасем те хутшӑнчӗҫ. Ҫавӑнпа та лашасемпе ӑмӑртнине курма халӑх йышлӑн пуҫтарӑнчӗ. Чупура «Урожай» колхоз чысне хӳтӗлекенсене ҫитекенсем пулмарӗҫ. Николай  Пыркинӑн Марс урхамахӗ финалта пӗрремӗш пулчӗ. Патӑрьелӗнчи «Исток» агрофирмӑшӑн хутшӑнакан Победитель лаша чупӑва иккӗмӗш, Шӑнкӑртамри А.Купкеновӑн Стратег урхамахӗ виҫҫӗмӗш вӗҫлерӗҫ.

Акатуй уявӗнче ҫитӗн- нисем ҫеҫ мар, ачасем те кӑмӑл туличчен савӑнчӗҫ. Вӗсем батутсем ҫинче сикрӗҫ, тӗрлӗ аттракционсемпе ярӑнчӗҫ, ача-пӑча лапамӗнче иртекен ӑсталӑх класӗсене хутшӑнчӗҫ, пылак ҫимӗҫсемпе сӑйланчӗҫ.   

Наталья  КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *