Воскресенье, 6 октября

Хастар та активлӑ ҫамрӑксене чысланӑ

Хастар та активлӑ ҫамрӑксене чысланӑ

Июнӗн 27-мӗшӗнче Раҫҫейре Ҫамрӑксен кунне уявлаҫҫӗ. Ку уява 1993 ҫулта официаллӑ мелпе ҫирӗплетнӗ, ҫавӑнпа та ӑна чи ҫамрӑк уявсенчен пӗри теме те пулать. Ҫак кун Комсомольскинчи культурӑпа кану паркӗнче Раҫҫей ҫамрӑ- кӗсен кунне халалланӑ мероприяти иртнӗ.

Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин пуҫтарӑннисене уяв ячӗпе ӑшшӑн саламланӑ. «Сирӗн пурнӑҫ ҫулӗ ҫинче пултарулӑх тата спорт енӗпе аталанма тӗрлӗ майсем, креативлӑ шухӑшсем, интереслӗ паллашусем пулччӑр. Сире активлӑ та хастар, ӗҫчен те мал ӗмӗтлӗ пулма сунатпӑр. Телейлӗ те уҫӑ чунлӑ, ырӑ кӑмӑллӑ та сисӗмлӗ пулӑр», — тенӗ вӑл.

Уявра «Хӑтлӑ хула хутлӑхӗ тӑвасси» федераллӑ проектпа килӗшӳллӗн тирпей-илем кӗртмелли объектсемшӗн сасӑлассине активлӑ хутшӑннӑ ҫамрӑксене Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн Тав хучӗпе чысланӑ. Ҫавӑн пекех «Ҫулталӑкӑн чи лайӑх ҫамрӑк специалисчӗ — 2024» муниципаллӑ конкурсра мала тухнисене дипломсем панӑ. Унта тӗрлӗ номинацисенче «Радуга» ача сачӗн воспитателӗ Диля Зинятуллина, уйрӑм предприниматель Олег Кашкаров, Комсомольскинчи тӗп больницӑн акушер-гинекологӗ Ирина Тяканова, «Кӗтне» спорт шкулӗн директорӗн ҫумӗ Петр Порядков, «Асаново» ЯХПКн ферма заведующийӗ Эльза Таркина, «Мишар» халӑх ансамблӗн ертӳҫи Ильнар Хисамов тата Николай Чернов мала тухнӑ. 

Уяв дискотекинче хаваслӑ кулӑ, савӑнӑҫлӑ кӑмӑл-туйӑм иксӗлми пулнӑ. Ҫамрӑксем хаваспах тӗрлӗ конкурссене хутшӑннӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *