Четверг, 19 сентября

Пурне те Акатуя йыхравлаҫҫӗ

Пурне те Акатуя йыхравлаҫҫӗ

Ҫурхи ака-суха ӗҫӗсене пӗтернӗ хыҫҫӑн чӑваш халӑхӗ Акатуйра савӑннӑ. Ҫак ырӑ йӑлана пирӗн округра та тытса пыраҫҫӗ. Кӑҫал ҫак уяв июнӗн 29-мӗшӗнче иртӗ.

2024 ҫул пирӗн округшӑн палӑрӑмлӑ пулӑм. Комсомольски районне туса хунӑранпа 85 ҫул ҫитнӗ. Акатуйри чылай мероприяти юбилейпе ҫыхӑнӗ. Ҫавӑн пекех Раҫҫейре Ҫемье, Чӑваш Республикинче Экологи тата ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курассин ҫулталӑкӗсем пулнӑ май вӗсем ҫинчен те манса каймаҫҫӗ.

9.30 минутра территори уйрӑмӗсен кил хуҫалӑхӗсем ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Вӗсем унта округӑн историне кӑтартса панӑ май хӑйсен тӑрӑхӗсемпе паллаштарӗҫ. 10 сехетре ача-пӑча площадки шӑпӑрлансене пуҫтарӗ. Ҫав вӑхӑтрах «Ӑстаҫӑсен хули» хӑй алӑкӗсене уҫӗ. Ятарлӑ ҫар операцийӗпе ҫыхӑннӑ  выставкӑра та курса пӗлмелли чылай пулӗ. Мастер-классем, «Комсомольски муниципаллӑ округне — 85 ҫул» павильон та Акатуя килекенсене хӑйсем патне туртӗҫ.

Уява савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура 10 сехетре уҫӗҫ. Унта саламсемпе пӗрлех ӗҫре малта пыракансене чыслӗҫ. Пысӑк концертра территори уйрӑмӗсенчен килнӗ коллективсемпе уйрӑм юрӑҫӑсем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартӗҫ.

Акатуй спорт  уявӗсемпе те пуян пулӗ. 10 сехетре ирӗклӗ майпа кӗрешекенсем кавир  ҫине тухӗҫ. 11 сехетре мини-футбол ӑмӑртӑвӗ пулӗ. Ҫав вӑхӑтрах пляж волейболӗн вӑййисем пуҫланӗҫ. «Кӗрешӳ» наци спортне юратакансем 12.30 минутра округ пӑхаттирӗсем вӑй виҫнине курма пултарӗҫ. 13.00 сехетре армспорт, 13.30 минутра кире пуканӗ йӑтакансен ӑмӑртӑвӗсем спортсменсене тупӑшма чӗнӗҫ. Ҫав вӑхӑтсенчех масс-рестлинг ӑмӑртӑвӗ пырӗ.

Ипподромра 10.30 минутра велосипедпа чупасси, 12.50 минутра квадроциклсен ҫӳревӗ, 13.00 сехетре лашасен ӑмӑртӑвӗ пулӗ.

Ирхине ирех суту-илӳ точкисем ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Акатуйра тата нумай-нумай мероприятисем уява килекенсене савӑнтарӗҫ.

«Пурне те уявра кӗтетӗп. Лайӑх шухӑш-туйӑм илсе килме ан манӑр», — пӗлтерет округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин хӑйӗн сайтӗнче.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *