Суббота, 28 сентября

Халӑхсен йӑли-йӗркине пӗлме килнӗ

Халӑхсен йӑли-йӗркине пӗлме килнӗ

Июнӗн 10-мӗшӗнче пирӗн округра Пермьри гуманитари институчӗн ӗҫченӗсен фольклорпа этнографи экспедицийӗ пулнӑ. Вӗсене вырӑнти халӑхӑн йӑли-йӗркипе пурнӑҫӗ интереслентернӗ.

«Каҫал» фольклор ансамблӗ Ҫӗнӗ Мӑрат ялӗнче чӑвашсен туй йӑли-йӗркине  кӑтартса панӑ. Ҫавӑн пекех экспертсем  вырӑнти ватӑсемпе те тӗл пулса калаҫнӑ. О.И.Басникова, Р.А.Иванова, М.И.Васильева, М.А.Краснова, А.Т.Ежергина, К.Г.Иванова, А.Е. Шуряшкина ялсенче мӗн ӗлӗкрен пыракан йӑласем ҫинчен каласа панӑ.

Александровка ялӗнче экспедици членӗсене ку тӑрӑхра пурӑнакан вырӑссен  йӑли  интереслентернӗ.  Г.П.Шутова, В.В.Микенина тата вырӑнти  таврапӗлӳҫӗ А.В.Грачев хушшинчи калаҫу та  интереслӗ пулнӑ.  Вӗсем кӑмӑлтан хӑйсем мӗн ас тунине, пӗлнине каласа кӑтартнӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *