Раҫҫей Президенчӗн суйлавӗччен икӗ кун юлчӗ. Аса илтеретпӗр, сасӑлав мартӑн 15-мӗшӗнче ирхине 8 сехетре пуҫланать. Суйлавҫӑсем хӑйсен сассисене мартӑн 17-мӗшӗнчи 20 сехетчен пама пултараҫҫӗ. Кӑҫалхи суйлавра килтен тухмасӑрах электронлӑ майпа сасӑлакансем те сахал мар пулӗҫ.
Пурте Раҫҫей Президенчӗн суйлавне хастар хутшӑнасса шанатпӑр.
Пурте суйлава!