Февралӗн 23-мӗшӗнче пирӗн республикӑна Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин ҫитсе курнӑ. Вӑл Ҫӗрпӳ хулинче Чӑваш Ен аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе канашлу ирттернӗ.
В.Путин пирӗн республикӑра производство аталанӑвӗн кӑтартӑвӗсем Раҫҫейӗн вӑтам кӑтартӑвӗнчен аванрах пулнине палӑртнӑ. Республикӑна уйӑракан укҫа-тенкӗпе вырӑнлӑ усӑ курнипе кӑмӑллӑ пулнине ҫирӗплетнӗ. Тӗслӗх вырӑнне канашлу умӗн пулса курнӑ Рындинӑри фельдшерпа акушер пункчӗн ҫӗнӗ ҫуртне илсе кӑтартнӑ. Уйрӑм программӑпа аталантаракан 10 регионра пулӑшу мӗнле пулса пыни ҫинчен каласа панӑ. Вӑл шута Чӑваш Ен те кӗрет. Пирӗн республика опытне тишкерсе регионсене уйрӑм программӑпа аталантармалли ӗҫе йӗркелесе пыма май пуррине палӑртнӑ.
Ӗҫлӗ ҫӳрев вӗҫӗнче ЧР Пуҫлӑхӗпе О.Николаевпа уйрӑм тӗл пулу ирттернӗ.