Четверг, 19 сентября

Яланах пулӑшма хатӗр

Яланах пулӑшма хатӗр

Кӑҫал ҫанталӑк юрлӑ та ҫил-тӑманлӑ. Урамсене, ҫулсене тасатсах тӑраҫҫӗ пулин те, каллех хӳсе хурать. Ҫул-йӗре пӑхса тӑракан организацисене уйрӑм ҫынсем те пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ.

Ҫӗнӗ Кипеҫ ялӗнче пурӑнакансене Н.И.Иванов пысӑк пулӑшу парать. Вӑл вӑйлӑ ҫил-тӑман вӑхӑтӗнче никам хушмасӑрах, тӳлевсӗрех хӑйӗн килӗнчи МТЗ-82 тракторне кӗрлеттерсе тухса урамсене уҫса тӑчӗ. Ырӑ ӗҫ тунӑшӑн ӑна ял ҫыннисем чӗререн тав турӗҫ.

Николай Ильич нумай ҫул колхозра механизаторта тӑрӑшнӑ, каярахпа Ҫӗнӗ Кипеҫри сӗт заводӗнче водительте ӗҫленӗ. Хастар ӗҫӗпе ял ҫинче ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ. Халӗ тивӗҫлӗ канура пулсан та, «хурҫӑ утӗнчен» уйрӑлмасть. Мӗн май килнӗ таран ял халӑхне пулӑшма тӑрӑшать. Масарсенче, урамсенче тирпей-илем кӗртнӗ чухне те ҫӳп-ҫапа илсе тухать. Ырӑ ӗҫ тума унӑн малашне те сывлӑхӗ пултӑрччӗ, ӑнӑҫу юнашар ҫӳретӗр.

Галина Новикова,

ял старости.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *