Четверг, 19 сентября

Суту-илӳ ҫурчӗ лотерея ирттерчӗ

«Чӑвашпотребсоюз» тытӑмне кӗрекен Комсомольски райповӗ час-часах тӗрлӗ акци йӗркелет. Ҫакнашкал мероприятисем таварҫаврӑнӑшне анлӑлатас, хамӑр тӑрӑхра пурӑнакансен ыйтӑвне туллин тивӗҫтерес ӗҫре пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ.  Акӑ, ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланас умӗн суту-илӳ ҫуртӗнче шкул пасарӗ ӗҫлеме пикенчӗ. Ассортимент пуяннипе, таварӗ хаклах маррипе туянакансем кунтан татӑлма та пӗлмеҫҫӗ. Вӗренмелли хатӗрсем  тӑватӑ пин тенкӗлӗх е ытларах суммӑллӑх туяннисене сутуҫӑсем ятарлӑ купонпа тивӗҫтернӗ.

Сентябрӗн 21-мӗшӗнче вара асӑннӑ купонсемпе лотерея вылявӗ йӗркелерӗҫ. Ялсенчен ҫынсем йышлӑ пухӑнчӗҫ. Ку пулӑм пирӗн тӑрӑхра пурӑнакансем ҫак куна чӑтӑмсӑррӑн кӗтнине, лотерейӑпа хуҫалӑхра кирлӗ пулакан япаласем выляса илессе шаннине кӑтартса пачӗ. Тавар туянакансене, вылява хутшӑнакансене Комсомольски райпо совечӗн председателӗ Светлана Грачева, суту-илӳ ҫурчӗн директорӗ Ирина Кочанова, Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн директорӗ Ирина Соловьева саламласа ҫирӗп сывлӑх, мирлӗ тӳпе, пурнӑҫра, ӗҫре, вӗренӳре ӑнӑҫу сунчӗҫ.

И.В.Кочанова лотерейӑна 655 купон хутшӑннине пӗлтерчӗ. Вылява хутшӑнакан купонсемпе тетрадьсен пуххинчен, пластилинпа фломастертан, глобусран пуҫласа йӑлара кирлӗ пулакан  техника, сӗтел-пукан таранах выляттарчӗҫ.

 Призсене тивӗҫнисем пурте кӑмӑллӑ юлчӗҫ, вылява йӗркеленӗшӗн райпон, суту-илӳ ҫурчӗн ертӳлӗхне тав турӗҫ. Тӗп парне вара кӗпе-йӗм ҫӑвакан машина-автомат пулчӗ. Шел пулин те, унӑн телейлӗ хуҫи кам пулнине пӗлме май килмерӗ, мӗншӗн тесен вӑл темле сӑлтава пула ҫак лотерея вылявне килеймен.

Суту-илӳ ҫурчӗн ӗҫченӗсем лотерея ирттернӗ чухне округ центрне ҫитейменнисене кирек хӑш кун та килме, вылявра тухнӑ япаласене илсе кайма чӗнеҫҫӗ. Парнесем хӑйсен хуҫисене магазинта кӗтеҫҫӗ.

Юлашкинчен Ирина Васильевна округра пурӑнакансене, райпон суту-илӳ точкисенче тавар туянакансене ӑшшӑн тав турӗ. Яланах пӗрле пулма, суту-илӳ ҫурчӗн сукмакне малашне те такӑрлатма чӗнсе каларӗ.

Любовь ШУРЯШКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *