Иртнӗ эрнере «Ҫӗнтерӳ» мемориал комплексӗнче кадетсен класӗсен «Кадетская поверка 2023» строй смотрӗн республикӑри финалӗн тапхӑрӗ иртнӗ. Ӑна Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра ҫӗнтернӗренпе 78 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Мероприятие зонӑсенчи тапхӑрсен ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсем — Ҫӗрпӳ, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Вӑрмар, Етӗрне, Елчӗк округӗсен тата Ҫӗмӗрле, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар хулисен 5—10-мӗш кадет класӗсенче вӗренекенсем хутшӑннӑ.
Саламлӑ сӑмахпа пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей ветеранӗсен союзӗ» обществӑлла организацин Чӑваш Республикинчи уйрӑмӗн председателӗн ҫумӗ Василий Лаврентьев, ятарлӑ ҫар операцийӗн участникӗ Сергей Голицын тухса калаҫнӑ, ачасене строй смотрӗнче хӑйсене тивӗҫлӗн кӑтартса пама суннӑ.
Парада «Авангард» центрӑн директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Александр Исаев полковник йышӑннӑ. Маршпа утса иртнӗ хыҫҫӑн кадетсем строй зачетне пикеннӗ. Ӑмӑртӑва пурӗ 400 ытла ача хутшӑннӑ.
Конкурс пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх 7—8 классенче вӗренекенсем хушшинче Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн кадечӗсем (класс ертӳҫи Е.Н. Тихонова) 1-мӗш вырӑна тухнӑ. Ҫак шкулти 5—6 класри кадетсем 4-мӗш вырӑн йышӑннӑ (класс ертӳҫи С.Н.Леонтьева). Кадетсене конкурса А.А.Тихонов хатӗрленӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене саламлатпӑр!
(ХАМӐР ИНФ.).