Четверг, 19 сентября

Шкул акатуйĕ кĕрлерĕ

Шкул акатуйĕ кĕрлерĕ

Вĕренÿ  çулĕ  вĕçленнĕ  май шкулта уяв ирттересси йăлана кĕчĕ. Кăçал уяв квест евĕр иртрĕ.  Кашни класс 7 станцие çитсе тĕрлĕ вăййа хутшăнчĕ.

  Икĕ станцире вара акцисем те иртрĕç.  Вулавăш кунне халалласа Ольга Кириллова библиотекарь «Кам эпĕ;» викторина ирттерчĕ, тĕрлĕ юмахри персонажсене сăнларĕ,  ачасем вара вĕсене паллама тăрăшрĕç.  Пур ыйтăва та тĕрĕс хуравласа 5-мĕш класс кунта мала тухрĕ.

Тепĕр акци ачалăх ячĕпе  иртрĕ.  Вăййа Раççейри шкул ачисен юхăмĕ сĕннипе волонтерсем ирттерчĕç.  Шкул умĕнчи лапамра ачасем  юмахсенчи сăнарсене тĕрлĕ тĕслĕ пурăпа ÿкерчĕç.  

Стадионта та вăй виçрĕç вĕренекенсем.  Чупса,  мечĕке тĕл лектерсе ăмăртрĕç.

Шкул картишĕнче  вĕрсе хăпартнă шара ачасем  вĕрсе вырăнтан тепĕр вырăна куçарчĕç.  Çăмăлах мар иккен тата! Акт залĕнче вĕренекенсем литература караокинче тупăшрĕç.  Ухсай Яккăвĕн «Юратрăм эп,  хирсем, сире» сăввине юрласа-каласа пăхмасăр вĕренчĕç.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *